Комментари хушас

5 Çурла, 2019

Ачаллă çемьесене паракан тÿлев пысăкланать

Ачасемшĕн уйăхсерен 50-150 тенкĕ пособи пани, паллах, никама та тивĕçтерместчĕ. Млашне вара çак тÿлев 10 пин тенке яхăн пулĕ. Республикăра ăна илекенсен шучĕ те икĕ хут ытла ÿсĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмллă çак хыпартан пуçларĕ.
Владимир Путин Президент тивĕçлĕ саккуна алă пуснă — ачасемшĕн уйăхсерен паракан тÿлев тĕлĕшпе пысăк улшăнусене вăя кĕртнĕ. Хальччен çав тÿлеве тупăшĕ пурăнма кирлĕ икĕ виçерен пĕчĕкрех çемьесене панă. Малашне вара çак чикĕ пурăнма кирлĕ 1,5 виçе таран чакĕ. Ача 1,5 çул тултариччен укçа панă, халь ача 3 çул тултаричченех пулăшу пулĕ.
Çапла вара хальччен республикăра çак тÿлеве 3,6 пин ытларах ачашăн панă пулсан — малашне, прогноз тăрăх, 7,6-8 пин ача пулăшу илĕ. Асăннă тÿлевсемпе тивĕçтермешкĕн пĕтĕмпе 900 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. «Ку — ачасем алли хывакан инвестици, — терĕ Михаил Васильевич. — Пĕтĕмпе вара кăçал ачаллă çемьесене пулăшма уйăракан укçа виçи 3,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ».
Паллах, патшалăх тимлĕхĕ ачаллă çемьесене пулăшнипе пĕрлех демографие те вăй пама тивĕç. Ку енĕпе вара, шел те, пăшăрханма сăлтав пур. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республикăра 6830 ача çуралнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай сахалрах — ун чухне çут тĕнчене кăçалхинчен 870 пепке нумайрах килнĕ. Прогноз та ырă тееймĕн: пĕлтĕр Чăваш Енре 13 пин ытла ача кун çути курнă, 2019 çулта 11,6 пинрен ытла пулмасть-тĕр.
Министр кăçал хĕрарăмсем ача пăрахасси чакнине, юлашки çулсенче ачасăр çемьесене ЭКО мелĕ телейлĕ пулма пулăшнине палăртрĕ, апла пулин те, авă, пĕтĕмĕшле кăтарту савăнтармасть. Владимир Николаевич шучĕпе, демографие лайăхлатмашкăн çемьесенче 3-4-мĕш ачасем кирлĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.