Комментари хушас

1 Утă, 2014

Китай-Чăваш Ен: килĕшĕве алă пуснă

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Сычуань провинцийĕн бизнес пĕрлĕхĕн çыннисемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

Тĕл пулăва Чăваш Республикипе Китайри Сычуань провинцийĕ хушшинчи Килĕшĕве /ăна Михаил Игнатьевпа провинци кĕпĕрнаттăрĕ Цзян Цзюйфэн алă пусса çирĕплетнĕ/ тĕпе хурса ирттернĕ. Килĕшĕве Самарта çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче федерацин Атăлçи округĕн тата Китай Халăх Республикин Янцзы юхан шывĕн Тури тата Вăтам юхăмĕн регионĕсен ертÿçисен «çавра сĕтелĕн» виççĕмĕш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх йышăннă.

Хăнасене Чăваш çĕрĕ çинче саламласа Михаил Игнатьев икĕ енĕшĕн те тĕп тĕллев пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăва малалла аталантарасси, пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçлама кирлĕ лайăх условисем йĕркелесси пулнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ хăнасене Чăваш Республикинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене 49 çула çити арендăна пама май пурри çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Китайри строительство компанийĕсене патшалăх программисене тата коммерци çурт-йĕрĕ тумашкăн хутшăнма чĕннĕ.

Раççей Федерацийĕпе тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕпе çыхăну тытакан Сычуаньти коммерци пĕрлешĕвĕн председателĕ, Китайри «Силин» корпорацин генеральнăй директорĕ Цзэн Айго палăртнă тăрăх - бизнес представителĕсем суту-илÿпе экономикăра, ял хуçалăхĕнче, строительствăра, туризмра тата ытти сферăра пĕрлехи проектсене пурнăçлама хатĕр. Вăл çитес уйăхсенче республикăна Китайран официаллă тепĕр делегаци килессе пĕлтернĕ. «Эпир Сычуань провинцийĕпе Чăваш Ен хушшинче çирĕп кĕпер хывасшăн», - тенĕ Цзэн Айго.

Тĕл пулу вăхăтĕнче агропромышленноç паркĕ йĕркелес тĕлĕшпе «Китайри Силин» импорт-экспорт корпорацийĕ» ОООпа «Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ» АУО хушшинче çыхăну тытасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

 А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.