Комментари хушас

22 Çурла, 2019

Ылтӑн ҫамрӑксем Чӑваш Енпе сыв пуллашрӗҫ

Паян "Тӗрӗксен ылтӑнӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри форум вӗҫленчӗ. Унӑн ӗҫне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче пӗтӗмлетрӗҫ.

Тӗрлӗ регионран ҫитнӗ ҫамрӑксем вун пилӗк ушкӑна пайланса ӗҫленӗ. Чи маттур командӑна "Пилӗкмӗш элемента" ылтӑн медальсем парса хавхалантарчӗҫ. Елена Пеньковӑпа Марина Филимонова экспертсем форум ылтӑнӗ ҫамрӑксем хӑйсем пулнине палӑртрӗҫ. Чӑваш Республикинче иртнӗ форумӑн кашни кунӗ тухӑҫлӑ иртнӗ. Сӑмахран, ӗнер ҫамрӑксем пӗр -пӗрин чӗлхине вӗреннӗ. Тӑрӑшсан якут темиҫе сехетренех кӑркӑсла та калаҫма пултарать иккен. Хӑнасене уйрӑмах "Ясна" этнокомплексра килӗшнӗ. Шупашкарта "Амазони" паркра та курса тӗлӗнмелли пулнӑ.

"Чи пӗлтерӗшли - эпир ҫӗнӗ пӗлӳпе, хавхаланупа таврӑнни", - палӑртаҫҫӗ форма хутшӑннӑ ҫамрӑксем. Кунта ҫуралнӑ идейӑсене тӑван тӑрӑхра пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшассине те систереҫҫӗ.

Ҫитес ҫул "Тӗрӗксен ылтӑнӗ" форум Тутар Республикинче иртӗ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: