Комментари хушас

30 Çурла, 2019

Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнира кăçал юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă.

Çак ăмăртăва хатĕрленес ыйтупа Шупашкар хула администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Ăна хула пуçлăхĕ, турнирăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Евгений Кадышев ертсе пычĕ. «Хула юбилейĕ аван пулчĕ. Уява хулари тĕрлĕ вырăнта йĕркелерĕмĕр. Программа вĕçленмен-ха, мероприятисем хĕллечченех иртĕç. Пĕтĕм Раççейри турнира Чăваш Ен тĕп хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халаллани те савăнтарать. Вăл «Амазони» паркра вырнаçнă маунтинбайк центрĕнче иртĕ», — терĕ Евгений Николаевич.

Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма кăçал та Куславкка хулин хисеплĕ гражданинне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова шаннă. «Бронислав Черновпа Иван Краснов тренерсем пулăшнипе тимĕр вăййипе туслашман пулсан эпĕ спортра пысăк çитĕнÿсем тăваймăттăм. «Хыпар» хаçат редакцийĕ кире пуканĕн спортне аталантарас енĕпе ырă ĕç тăвать. Турнир нумай регион пăхаттирĕсене пĕрлештерет, унта çĕршыври паллă спортсменсем вăй виçеççĕ. Пĕлтĕр те эпир Питĕртен пысăк йышпа килнĕччĕ. Кăçал 10 ытла çын помост çине тухĕ», — терĕ Сергей Александрович.

Йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕнче çавăн пекех «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов, пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Борис Глинкин, спорт ветеранĕсем Анатолий Алексеевпа Петр Сидоров сăмах каларĕç.

www.hypar.ru

Владислав СИДОРОВ. «Хыпар» архивĕнчи сăн ÿкерчĕк. 
 

Рубрика: 
Теги: