Комментари хушас

30 Çурла, 2019

Паллă ентеше халалласа фестиваль иртĕ

Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче авăнăн 2-6-мĕшĕсенче Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çитнине халалланă фестиваль иртĕ.

Андриян Григорьевич — космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, çыравçă. Паллă ентешĕмĕр пек пулас тесен лайăх вĕренни çителĕксĕр. 3D-моделировани, электроника, радиотехника, программировании, космос техникине тишкермелле.

Авăнăн 2-мĕшĕнче библиотекарьсем космос вăййисене выляттарĕç, паллă космонавт пурнăçĕнчи кăсăклă самантсемпе паллаштарĕç. Авăнăн 3-мĕшĕнче ача-пăча техника клубĕн ĕçĕпе кăсăклантарĕç. Юнкун пухăннисем «Кванториум» паркăн космопроекчĕсене курса хаклĕç. Авăнăн 5-мĕшĕнче космосехет иртĕ. Фестивале хутшăнакансем тĕпчев ĕçĕсенче усă куракан информаци технологийĕсемпе паллашĕç.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.