Комментари хушас

20 Авăн, 2019

«Промтрактор» тата «Пром-Вагон» ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ

Паян «Ростехнологисем» патшалăх корпорацийĕн яланхи хĕç-пăшал, çар саппасĕсен тата ятарлă хими кластерĕн индустри директорĕ, «Раççей СоюзМашĕ» тулли мар яваплă обществăн тĕп канашĕн бюровĕн членĕ Сергей Абрамов ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Енре пулчĕ.

Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен производство обществине çитсе унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Конференц-залра «Трактор завочĕсем» Концерна кĕрекен предприятисене презентацилерĕç. Ăна «Трактор завочĕсем» Концерн» машинăсем тăвакан индустри ушкăнĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов йĕркелерĕ. Çакăн хыççăн Сергей Абрамов «Промтрактор» обществăн трансмисси тата тракторсене пухмалли цехĕсен ĕç-хĕлĕпе, предприятин тин çеç туса кăларнă техникине кăтартмалли лапамне вырнаçтарнă тракторсемпе, тыр-пула пухса кĕртмелли комбайнпа паллашрĕ.

«Промлит» тулли мар яваплă обществăра шăратса тăвакан чукун çул вакунĕн шассийĕн производствине еплерех йĕркелени çинчен ăна çак предприятин генеральнăй директорĕ Валерий Воронин каласа пачĕ.

— Сергей Борисович завода иртнĕ çулсенче те килсе çивĕч ыйтусене тишкернĕ, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев цехсенче пулса лару-тăрупа паллашнă хыççăн. — Ун чухне кунта ĕçсĕр юлнă çынсем пăшăрханатчĕç, тĕрĕссипе каласан çĕре ÿкнĕ завод выртатчĕ теме те пулать. Предприятин сакассем пуласса, коллектива ĕçпе тивĕçтерессе шантăмăр темиçе çул каялла. Акă паян корпуссенче пултăмăр та тракторсене пухнине, çынсем ĕçленине, комплектацисене туянса вырнаçтарнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Промтрактор» ĕç-хĕлне йĕркелесе ярас тĕллевпе çитернĕ хушăвĕ пурнăçланнине конкретлă ĕçсенче куртăмăр. Завода тракторсем тума малашне те саккассем парĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем пахалăхĕ енĕпе Америкăпа Китайра туса кăларнинчен лайăхрах.

Сергей Абрамов Ростех, Чăваш Ене ертсе пыракансем тата «Промтрактор» пĕр турта хушшине тăрса йывăр лава харăс туртнăран, тракторсем туса кăларассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле сÿтсе явса татса панăран производство калăпăшне ÿстерсех пынине палăртрĕ.

Чăн та, «Промтрактор» тата «Промлит» кăçал ăна пысăклатсах пыраççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра промышленноç тракторĕ — 240, пĕлтĕрхи асăннă хушăра 120 туса кăларнă. Чукун çул вакунĕ 2018 çулта — 1200, кăçалхи сакăр уйăхра 2300 хатĕрленĕ. Çак танлаштару ÿсĕм пысăккине кăтартать.

Рабочисен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи «Промтрактор-Вагон» обществăра — 33 пин, «Промтракторта» 31 пин тенкĕ. «Трактор завочĕсем» Концерна кĕрекен Шупашкарти агрегат заводĕнче хальлĕхе ĕç тухăçлăхĕ пысăках мар, çавăнпа коллектив шалăвĕ пĕчĕкрех.

CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.