Комментари хушас

23 Авăн, 2019

Çынсем шăнаççĕ, аптекăсем пуяççĕ

Çанталăк тăруках сивĕтрĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтас ыйту мала тухни ăнсăртран мар. Шупашкарсăр пуçне республикăра пĕр муниципалитет та кану кунĕсенче çуртсене ăшă паманни республика ертÿçине Михаил Игнатьева килĕшмерĕ: «Талăкри вăтам температура 9 градусран чакнă. Çынсем нăшăклатаççĕ — аптекăсем укçа çапаççĕ», — çынсем чирленĕшĕн чи малатан муниципалитетсен влаçĕсем айăплине палăртса каларĕ вăл.

Шупашкарта шкулсене, садиксене ăшă парасси вĕçленнĕ, пурăнмалли фонда та ăшă пырать. Чăн та, кăлтăксăр мар. Каллех «Байконур—сервис» управляющи компани пирки сăмах пулчĕ. Унта газшăн 1 миллион тенкĕлĕх парăм капланнине кура газовиксем котельнăя газ памаççĕ, çавна май çуртсенче те ăшă çук. Михаил Игнатьев УК, унăн хуçи тĕлĕшпе кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Вĕсем халăхран кулаççĕ. Малтан парк тума палăртнă 19 гектар йышăнакан лаптăкра хисеплĕ космонавтсен витĕмĕпе усă курса пурăнмалли çуртсем туса тултараççĕ, кайран вара газшăн та тÿлемеççĕ…» Алексей Ладыков çакнашкал çивĕчлĕх пĕлтĕр те пулнине аса илтерчĕ, хальхинче те прокуратурăна явăçтараççĕ — «ыйтăва татса паратпăр».

Çĕнĕ Шупашкарта тунтикун тин ăшă пама тытăннă. «Хула администрацийĕн хваттерĕнче ăшă-и?» - ыйтрĕ Михаил Игнатьев. «Сивĕ…» - пулчĕ Ольга Чепрасова хуравĕ. «Япăх!» - кĕскен хакларĕ химиксен хулинчи лару-тăрăва Михаил Васильевич. Анчах Чепрасова ăшă парассине тĕпрен илсен тунтикун каçчен вĕçлеме шантарни пулăшрĕ ахăр — калаçăва çивĕчлетмерĕ. Ытти хулапа районта вара ĕç-пуç тата япăхрах. Чылайăшĕнче вĕсен влаçĕсем ăшă пама пуçламалли документсене алă пусма та ерçеймен. Михаил Васильевич Строймин, Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçисене лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăма хушрĕ: централизациленĕ майпа ăшăпа тивĕçтерекен кашни çуртра çывăх кунсенче ăшă пулмалла.

www.hypar.ru