Комментари хушас

24 Авăн, 2019

«Хыпар» турнирĕ: Пĕрремĕшĕ çул уçнă

1984 çулччен пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн нормативне 7 çын кăна пурнăçланă: Тăвай районĕнчи Альфред Пимулинпа Николай Соколов, Елчĕкри Анатолий Горшковпа Юрий Попов, Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница тухтăрĕ Владимир Ульянов, Патăрьелти «Труд» колхоз ĕçченĕ Николай Трифонов тата Комсомольскинчи Юрий Миронов. Хальхи вăхăтра çак хисеп 100 çынна çитнĕ.
35 çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш турнир иртрĕ. Çавăн хыççăн чылай хулапа районта кире спорчĕпе кăсăкланакансен йышĕ çултан-çул ÿсрĕ. Сăмахран, 1980 çулччен республика ăмăртăвĕсене 50 спортсменран ытла хутшăнман. Тепĕр 10-15 çулсенчен хаçат парни-семшĕн Мари, Мордва, Тутар республикисенчен, Курган, Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен тата ытти регионтан килнĕ 100-150 пăхаттир вăй виçнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ Альфред Пимулин, «Сельхозтехника» предприятире тăрăшнă Анатолий Горшков Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ирттернĕ ăмăртусенчен çĕнтерÿсемпе таврăнчĕç. Вĕсемех «Коммунизм ялавĕ» хаçат турнирĕнче темиçе хут та малти вырăнсене йышăнчĕç, «Урожай» спорт обществин рекорчĕсене çĕнетрĕç.
Акă 1987 çулта Кÿкеçри культура çуртĕнче иртнĕ ăмăртăва 150 ытла пăхаттир хутшăнчĕ. Хăйсен виçисенче ун чухне Курганри Александр Пестов, Тутарстанри Юрий Демьяновпа Фанис Минне-уллин, Патăрьелти Борис Глинкинпа агрегат заводĕнче ĕçлекен Юрий Карпов лайăх результатсем кăтартрĕç. Пурте вĕсем каярах спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Ял хуçалăх ака-демийĕнче ĕçлеме пуçласан Борис Николаевич Раççей чемпионатĕнче çĕнтерчĕ, Донецкра иртнĕ тĕнче турнирĕнче «ылтăн» çĕнсе илчĕ. Унран ултă çул аслăрах Юрий Михайлович 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 149 хут тĕртсе республика рекордсменĕ пулса тăчĕ. Икĕ юлташ «Хыпар» турнирĕн тĕп парнине 20 хут тивĕçнĕ.
«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир кăçал юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртет.

www.hypar.ru

Петĕр ЛАШТАЙ.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.