Комментари хушас

30 Авăн, 2019

Газпа — перекетлĕрех

Иртнĕ эрнере Чулхулара федераци шайĕнче газ мотор топливипе анлăрах усă курас ыйтусене сÿтсе явнă, сумлă канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те хутшăннă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Михаил Васильевич çак темăран пуçларĕ. Ку енĕпе республика пирки хальлĕхĕ «уçман çерем» теме те пулать — ĕçлемелле те ĕçлемелле.

Газ — бензин-соляркăран чылай йÿнĕрех, экологи тĕлĕшĕнчен таса топливо. Хăрушсăрлăх енĕпе те шанчăклă. Çав вăхăтрах республикăри автотранспортăн 3,5% топливо вырăнне газпа усă курать. Автобуссем тĕлĕшпе кăтарту пысăкрах — 10%, груз турттаракан транспортăн — 13,5%, апла пулин те, Михаил Игнатьев шучĕпе, ку питĕ сахал. Çав вăхăтрах Горький автозавочĕ туса кăларакан автотранспортăн газпа ĕçлекен модификаци речĕ анлă — ЖКХра усă курмалли техникăран пуçласа пассажирсене илсе çÿремелли автобуссем таран. Вĕсене ытларах туянма тăрăшмалла.

Регион ертÿçи газпа ĕçлекен транспорт хатĕрĕсен шутне ÿстермеллине пайăррăн палăртрĕ. Паллах, тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелемелле. Газ автозаправка станцийĕсем ытларах кирлĕ. Хальлĕхе унашкаллисем Чăваш Енре виçĕ теçетке ытларах кăна. Патшалăх çĕнĕ кашни АЗС валли 40 миллион тенкĕлĕх пулăшу кÿрет. Çак майпа усă курмалла. Кăçал, шел те, республикăра пĕр АЗС та туман. Çитес çулсем валли газ заправкин сакăр станцийĕ валли заявка парса ĕлкĕрнĕ. Виççĕшĕ федераци автотрассисем çинче пулмалла, виççĕшĕ — Шупашкарта, иккĕшĕ — муниципалитетсен хушшинчи çулсем çинче. Михаил Васильевич вĕсем валли çĕр уйăрассипе, ыттипе çыхăннă бюрократи чăрмавĕсене сирмелли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: