Комментари хушас

30 Авăн, 2019

Наркотиксемпе мĕнле кĕрешеççĕ?

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Ларура наркопреступленисен халĕ вăй илсе пыракан тĕсĕсемпе мĕнле кĕрешнине сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров каласа кăтартрĕ. Вăл кăçал 8 уйăхра регистрациленĕ наркопреступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2% чакнине пĕлтерчĕ.

2018-2019 вĕренÿ çулĕнче республикăри вĕренÿ организацийĕсенче ирттернĕ социаллă психологи тесчĕсен кăтартăвĕсемпе ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов паллаштарчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов профилактика медицина тĕрĕслевĕсем пирки чарăнса тăчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.