Комментари хушас

2 Юпа, 2019

Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ

Паян Пӑрачкав салинче нумай ачаллӑ Нонна Иванова ҫемйине ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине пачӗҫ. Нонна Владимировнӑн 5 ывӑлпа 2 хӗр. Мишутин урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурта тума 4 миллион тӑкакланӑ. 174 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать вӑл. 

Мероприятие ЧР строительство министрӗ Владимир Максимов, Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. "Эпӗ ачаранпах пысӑк ҫемье тата пысӑк ҫурт пирки ӗмӗтленетӗп", - терӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.