Комментари хушас

9 Юпа, 2019

Театр çĕнĕ сезона хатĕрленет

Ыран К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 102-мĕш сезон уçăлать. Куракансене театр мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ-ха? Кун çинчен театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев тата театр директорĕ Юрий Владимиров каласа пачĕç. Çĕнĕ сезон Чăваш халăх писателĕн Петр Осиповăн пьеси тăрăх лартнă «Сурхури сăри» спектакльпе пуçланать. Çак уйăхрах «Пилĕк пăтлă юрату» камитĕн премьери иртнĕ. Ăна Антон Чеховăн «Чайки» тăрăх лартнă. Николай Терентьевăн «Мĕн-ши вăл телей?» пьесине çĕнетсе куракан умне кăларĕç. Алексей Герасимов артист Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ачасем валли çĕнĕ спектакль хатĕрлет. Çавăн пекех çĕнĕ сезонта пултарулăх тата асăну каçĕсем иртĕç.
Паянах театрта «Халăх юратакан артистсем» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Геннадий Кирилловпа Мария Митина хатĕрлесе кăларнă кĕнекене театрта 1918-2018 çулсенче ĕçленĕ тата халĕ тăрăшакан артистсем çинчен çырса кăтартнă. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе питĕ пуян.
Çав кунах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев театрта «Наци классики хальхи театр сцени çинче» ятпа семинар-практикум ирттернĕ. Унта режиссерсемпе артистсем, педагогсемпе студентсем хутшăннă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: