Комментари хушас

14 Юпа, 2019

Спорт маншăн — пĕтĕм пурнăç

Инкек ăна ураран ÿкернĕ. Ăнсăртран ÿксе аманнăскерĕн çурăм шăмми хуçăлнă. 30 çулти çамрăк малашлăх пирки чылай шухăшланă, пăшăрханнă. Çапах пуç усман, малалла талпăннă. Унтанпа 20 çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ. Юрий Степанов халĕ — спортсмен, тĕнче класлă спорт мастерĕ, тăватă хутчен Европа чемпионачĕн бронза призерĕ. Икĕ хутчен тĕнче чемпионатĕнче 3-мĕш вырăн, пĕр хутчен Европăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вун çичĕ хутчен Раççей чемпионĕ пулнă.
Вăй-халĕ вунă çын валли
Юрий Петрович бадминтон вăййипе кăсăкланать. «Эпĕ ачаранах çакнашкал вăйăсем кăмăллаттăм. Урăхла каласан, чупса вылямаллискерсене. Сăмахран, ухăпа пересси ман валли мар. Унăн йĕппи ăçта лекессине, миçе очко пухассине кĕтсе лармалла. Çак вăхăтра вара мĕн чухлĕ хускану тума пултаратăн. Хăй вăхăтĕнче эпĕ штанга та йăтнă. Халĕ спортăн ку тĕсĕпе аппаланмастăп. Бадминтон вăййи тата йывăр атлетика спортăн тĕрлĕ тĕсĕ шутланаççĕ. Çавна май организмра тĕрлĕ тĕртĕм ĕçлет. Сăмахран, ракеткăпа çапнă чухне çÿхе тĕртĕмсем хускалаççĕ, йывăр атлетикăра вара — хулăннисем. Иккĕшĕнпе те пĕр вăхăтра интересленме май çук, пĕр-пĕрне вĕсем кансĕрлеççĕ. Çавăнпа штанга йăтма пăрахрăм», — ăнлантарать Юрий Степанов.
Волгоград облаçĕнче çуралнăскер Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çитĕннĕ вăл. Ачаранах ашшĕ-амăшне пулăшнă. Амăшĕ фермăра дояркăра ĕçленĕ май ывăлĕ уроксем хыççăн тÿрех унта чупнă. «Ĕнесене апат панă, сунă хыççăн юлташпа волейболла выляттăмăр. Сетка караттăмăр та чун каниччен мечĕке «çапаттăмăр». Е тата çырмара хоккейла, футболла выляни те асрах. Сĕтел çи теннисне те килĕштернĕ. Шел, ун чухне хальхи пек условисем пулман пирĕн. Çапах эпир пуç усман, вĕсене хамăр йĕркелеме тăрăшнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, салтакра та ăмăртусене яланах хутшăннă», — иртнине аса илет арçын. Эппин, спорта юратасси унăн ачаранах пуçланнă. Ара, кÿршĕри Чуманкасси шкулне çÿренĕ вăхăтра утни те, чупни те пулнă ял ачин. Кунне 8 çухрăм сахал мар-çке. Хальхи пек автобус турттарман вĕсене. Çавăнпа ÿксе амансан та спорт еннех туртăннă вăл. «Больницăран киле илсе килчĕç, — йывăр вăхăтсене куç умне кăларать Юрий Петрович. — Никам та нимĕнле сĕнÿ-канаш пама пĕлмест. Кун пек чирлĕ çын юлташсен хушшинче те çук. Чунра çав тери йывăр. Мĕнле пурăнмалла? Кÿме çинче ларнипе пурнăç тăваймăн. Кĕнеке, хаçат-журнал алла тытрăм. Пĕррехинче унта инвалидсем валли хулара спорт клубĕсем пурри çинчен çырнине асăрхарăм. Çавна май «Феникс» клуба кайрăм. Анчах унти спорт тĕсĕсем кăмăла каймарĕç. Каярахпа тĕп хулари Ача-пăчапа çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче бадминтонла выляма хăнăхтарнине пĕлтерчĕç. Унта çул тытрăм, выляса пăхрăм. Тÿрех килĕштертĕм çак вăййа. Çапла вара 2002 çултанпа ракеткăна алăран ямастăп», — кăмăллăн калаçать вăл.
Пирĕн калаçăва Юрий Петровичăн тренерĕ Григорий Сергеев та хутшăнчĕ. Унăн вĕренекенĕ питĕ хастар, пултаруллине палăртрĕ. Тренировкăсене сиктерменни çеç мар, ятарласа маларах килнине, каярах кайнине каларĕ. «2002 çултанпа Юрий Петровичпа тĕнчипех çаврăнтăмăр. Пуйăсра та, самолетра та пĕрле эпир, пĕр çемьери пекех. Унăн çитĕнĕвĕсем мана савăнтараççĕ, хавхалантараççĕ. Вăй-халĕ тапса тăрать, вунă çын валли те çитет», — терĕ Григорий Викторович. Тепĕр эрнере Юрий Петрович Данире иртекен тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнасса пĕлтерчĕ вăл. Ăна çитĕнÿсем сунчĕ. Сăмах май, Григорий Сергеев хăй те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ.
«Пирĕнтен вĕренмелли пур»
Халĕ Юрий Петровичăн пĕртен-пĕр тĕллев — 2020 çулта Токиора иртекен Параолимп вăййисене хутшăнасси. Çавна май тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче тупăшса рейтинг валли очкосем пухаççĕ вĕсем. «Данире ăмăртнă хыççăн чÿк уйăхĕнче Японие тухса каятпăр. Çĕнĕ çул хыççăн вара Перу, Бразили, Испани çĕршывĕсене çитмелле. Кайран чи лайăх кăтартуллă ăмăртусене тишкереççĕ. Тĕнче чемпионачĕсене хутшăнса рейтинг валли очкосем пухатпăр. Çапла вара Параолимп вăййисем валли пултаруллă спортсменсене суйласа илеççĕ. Эпĕ тата Илья Паргеев бадминтонла мăшăрпа выляс енĕпе рейтингпа 8-мĕш вырăнта тăратпăр. Тĕп ăмăртăва лекессишĕн тăрăшатпăр. Параолимп вăййисен сывлăшĕпе сывласа курас, унти лару-тăрупа паллашас килет. Çак ĕмĕтпе пурăнатпăр эпир халĕ», — чунри вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ спортсмен.
Çакна та асăнмасăр иртме çук: Юрий Петрович халĕ — Чăваш Енри инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн ертÿçи. Сакăр çул ертсе пырать вăл ăна. Унта 50 ытла çын çÿрет. Вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланаççĕ. Канмалли кунсенче те килĕсенче лармаççĕ спортсменсем, клуба пуçтарăнса калаçаççĕ, сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. «Бадминтон шкулне йĕркелесе ярас шухăшпа пурăнаттăм. Хамăн ĕмĕте пурнăçларăм. Халĕ вăл лайăх аталанать. Сăмахран, кăçал Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче эпир, 7 спортсмен, 9 ылтăн медаль çĕнсе илтĕмĕр. Питĕр команди, 17 çын, 5 медале тивĕçрĕ. Пирĕн пата кăçал Мускавран, Питĕртен вĕренме килчĕç. Пермь хулинчен килес текен пур. Çавăн пекех Питĕртен пĕр хĕрача килесшĕн. Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕнтен вĕренмелли пурах», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи.
Хастар арçын хăй кăна мар, ытти сусăр çынна та спортпа «чирлеттернĕ». Вĕсемпе курса калаçать, пурнăç тĕллевне тупма пулăшать. Тен, йывăр вăхăтра хăйне никам та çакнашкал пулăшу кÿменнине шута илет вăл. «Юлташсем пĕррехинче Муркаш районĕнчи Отарккă ялĕнчи Алексей Ефимов аварие лексе çурăм шăммине хуçнине, утайманнине пĕлтерчĕç, — терĕ Юрий Петрович. — Çак çамрăк патне кайса килме шут тытрăм. Кайрăм, калаçрăмăр, унăн шанчăкне сÿнме памарăм. Чи малтанах машина туянмалли пирки пĕлтертĕм, мĕншĕн тесен пирĕн унсăрăн пурнăç çук. Çынран укçа тупса машина туянтăмăр. Çакăн хыççăн вăл ялтан хулари спорт шкулне çÿреме пуçларĕ. Халĕ Раççей чемпионачĕсенче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Килĕнче те ахаль лармасть. Укçа ĕçлесе илес тĕллевпе таксистра тăрăшать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Павел Попова та спорта хамах явăçтартăм. Каярахпа эпир унпа бадминтонла мăшăрпа вылярăмăр. Унпа чылай çитĕнÿ турăмăр, Европа, Раççей чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ».
«Мăшăра палăк лартмалла»
Çакнашкал вăй-хăват ăçтан тапса тăрать-ши унăн? Хуйха-суйха пула теприн, сăмахран, алли усăнать. Чун-чĕрине йăпатма, йывăр пурнăçа самантлăха манма сăра-эрехпе туслашать. Пурнăçра сахал-им ун пек тĕслĕх? Юрий Петрович вара, кÿме çинче лараканскер, тепĕр сывă çынран та вăр-вар вылять.
Маларах тĕп хулари шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕскер, ÿксе суранланнă хыççăн та пурнăç пиркиех шухăшланă. «Больницăра выртнă чухнех тĕрлĕ шухăш канăçсăрлантарчĕ мана. Ура çине тăма йывăррине ăнлантăм. Малашне мĕнле пурăнмалла? Пĕчĕк хĕрĕме мĕнле çын тумалла? Чи малтан çакăн пирки шухăшларăм. Ун чухне Аня пĕрремĕш класа кайма хатĕрленетчĕ. Укçа-тенкĕ çитместчĕ. Çавна май йывăр вăхăтсем пайтах пулнă. Вĕсене ирттерсе яма, пурнăçа малалла сыпăнтарма мана çемье чылай пулăшрĕ. Мăшăрăма Иринăна, хĕрĕме тав тăватăп. Тĕрĕссипе, мăшăрăма тав туни сахал, ăна манăн палăк лартмалла. Хам та çемьене пулăшас тĕллевпе таксистра ĕçлеме тытăнтăм. Вунă çул ытла вăй хутăм. Ирхине 5 сехетре ĕçе пуçăнаттăм. Çав вăхăтрах тренировкăна та пăрахман.
Хĕрĕмĕре укçа-тенкĕ тĕлĕшпе иртĕхтермен эпир, çапах вĕренмешкĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех туянса панă. Шупашкарти 1-мĕш гимназирен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Мускав патшалăх университетĕнче малалла ăс пухрĕ. Халĕ амăшĕ пекех вĕрентÿ енĕпе тăрăшать», — кун-çулĕпе паллаштарчĕ арçын.
Паттăрлăх вăрçăра çеç çуралмасть. Хастар, патвар çынсем кулленхи пурнăçра та пур. Ман шутпа, Юрий Петровича шăпах çак йыша кĕртмелле те. Ăна хуйхă-суйхă пусарман, пачах урăхла, хурçă пек çирĕп пулма хăнăхтарнă. «Сирĕн шутпа, спорт мĕн-ши вăл?» — ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ. «Спорт маншăн — пĕтĕм пурнăç. Унсăр пурăнаймастăп эпĕ. Тренировкăна пĕр кун каймасан та тем çитмест пек туйăнать. Спорт çавăн пекех сывлăха çирĕплетме те пулăшать. Килте те тĕрлĕ хускану тăватăп, резина туртатăп, гантель çĕклетĕп. Спорт туслăха, тăванлăха çирĕплетекен мел те. Сăмахран, ăмăртусенче çĕнтерсен чи малтан çемьене, тренера шăнкăравласа пĕлтеретĕп. Хамăн савăнăçа вĕсемпе пайлатăп. Мăшăрăм Ирина маншăн хĕпĕртенине чунпа туйса тăратăп», — пулчĕ хурав.
Ăна спорт тус-юлташпа та пуянлатнă. Вĕсем унăн Раççейре те, ют çĕршывсенче те чылай. Тусĕсемпе телефонпа калаçать, СМС çырусем çырать. «Пĕр-пĕринпе час-часах çыхăнатпăр, çуралнă кунпа, ăмăртури çитĕнÿсемпе саламлатпăр. Хăшне-пĕрне акăлчанла çырма тивет. Ку чĕлхене те ăнкарма пуçларăм, мĕншĕн тесен тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пире судьясем акăлчанла ăнлантараççĕ-çке», — терĕ вăл.
Калаçăва вĕçленĕ май малашлăх ытларах хамăртан килнине палăртрĕ Юрий Петрович. Пурнăçра хамăр çинчен çеç мар, ача-пăча, çемье пирки шухăшламаллине каларĕ. «Чĕр чунсем те ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Этемĕн те çапла пулмалла. Хамăр хыççăн ырă йĕр хăвармалла», — пĕтĕмлетрĕ сăмахне арçын.
Данири ăмăртура çитĕнÿсем тума сунтăм ăна. «Тавах, ăнăçу пире халĕ питĕ кирлĕ», — терĕ хавхаланса ентешĕм.\

Валентина ПЕТРОВА
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.