Комментари хушас

16 Юпа, 2019

«Аван» чей сиплет аван

Николай Потапов Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче пурăнать. Чăваш Енри тĕрлĕ ÿсен-тăранран чей валли курăк пуххисем хатĕрлет. Вĕсене хамăр республикăра çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче туянаççĕ.
Вырăнти \сен-тăран усăллăрах
— Николай Антонович, çак ĕçе хăçан, епле майпа пуçарса ятăр?
— Ку ĕçе эпир çемьепе 1993 çулта пуçарса ятăмăр. Чи малтан 13 курăкран пуçларăмăр. Вĕсен йышне çулсеренех хушса пытăмăр: 16, 20, 23, 33. Курăксене фильтр-пакетпа кăларма тытăнтăмăр. 33 тĕслĕ курăкран хатĕрлеме «Аван» фиточей» ятарлă патент илтĕмĕр. Унпа пĕрлех курăксен пуххине 20 çул хушшинче 77 компонентран хатĕрлеме пуçларăмăр. Çак ĕçе çулталăкра пурнăçлаймастăн. 33 тĕслĕ курăк çумне тепĕр 44 тĕслине хушса пытăмăр çулсерен. Ун валли те патент илнĕ: «77 курăкран фиточей» ятлăскер. Сăмах май, патент илме çăмăл мар. Тĕрĕслев вăхăчĕ çеç çулталăк тăсăлать. Унта тата асăннă ÿсен-тăран шăпах Чăваш Енре çитĕннине çирĕплетмелле.
Курăксене маларах хамăр патра çеç пуçтараттăмăр. 77 тĕслĕ курăкран чей хатĕрлеме вара Чăваш Енри ытти тăрăха та çитме тиврĕ. Ÿсен-тăран пухма Атăл леш енне те çÿретпĕр, Сăр тăрăхне каятпăр. Етĕрне районĕнче пурăннă май А.П.Айдак ячĕллĕ этнопаркра ытларах пухатпăр. 77 компонентран хатĕрленĕскерте чир-чĕртен сиплекен курăксем: пуç ыратнăран, хĕрарăм, арçын чирĕсенчен, юна та тасатма пулăшаканни, чĕрене, иммунитета çирĕплетекенни…
— Мĕншĕн 77? Сăмахран, 72 е 76 мар.
— Чăваш 7 хисепе питĕ юратать. Çитменнине, 7 асамлă число шутланать. Çавăнпа 77-ех çитерес терĕм. 77 тĕслĕ курăкпа усă курса эпир чей напитокĕсем кăларатпăр. Паллах, ку хисеппе чарăнса тăрас килмест, ĕçе аталантарма шухăшлатпăр. Сăмахран, 99 тĕслĕ чей напитокĕсем кăларма пултаратпăр. Ун валли те документ илтĕм. Халĕ 80 тĕслĕ чей напитокĕсем кăларатпăр. Пурĕ 150 тĕслĕ курăкпа усă куратпăр.
— Уйрăм чир-чĕртен сипленмеллисем те пур-и?
— Паллах. Сăмахран, 14 ;-лĕ «Аван» фиточей» пĕвере сиплет, 30 ;-ли — чĕрешĕн аван, 80 ;-ли шăла çирĕплетет тата ыт.те. «Аван» фиточейе экологи тĕлĕшпе таса курăксенчен хатĕрленĕ. Ăна профилактика тĕлĕшпе те, вăй-хала çирĕплетме те ĕçме юрать. Чи малтан вăл ачасемшĕн сиплĕ, иммунитет тытăмне çирĕплетет тата çитĕнекен организма пулăшу кÿрет. Çавăн пекех сывлăхлă çыншăн та усăллă: стреса, ывăннине ирттерме пулăшать. Аслă ăрури çыншăн та пĕлтерĕшлĕ: пыршăра, сыпăсенче, пĕверте, ват хăмпинче тăвар, наркăмăшлă япала, сиенлĕ каяш пухăннине ирттерет, шăнса пăсăлсан сиплет. Спортсменсене вара вăй-хал парать.
Курăкран чей хатĕрлесси халăхра малтан питех сарăлман. Пĕтĕмлетсе каласан, çак ĕçе Раççейре эпир пуçарса ятăмăр тесен те йăнăш пулмасть. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Мускаври тĕрлĕ курава хутшăнаттăмăр. Пирĕн ĕçпе кăсăкланакан нумайччĕ ун чухне: ыйтса пĕлетчĕç, тишкеретчĕç, сăн ÿкерчĕк тăватчĕç. Халĕ ку тĕлĕшпе Мускавра та чылай фирма ĕçлет. Курăксене ăçтан тупаççĕ вĕсем? Мĕнле типĕтеççĕ? Калама йывăр.
— Фиточейе туянакан чылай-и?
— Малтан сахалччĕ, халĕ туянаççĕ. Хамăр тăрăхран çеç мар, Тюменьрен, Мускавран саккас параççĕ. Халăх курăкпа сипленме пуçларĕ. «Эпир Инди чейне ĕçетпĕр», — тетчĕç малтан. Халĕ çав çынсемех курăк чейĕпе усă кураççĕ. Авалтанах ваттисем çуралнă тăрăхри курăксемпе сипленмеллине каланă. Акă шыçă чирĕ алхасма пуçларĕ. Çавна май çак чиртен сипленмешкĕн саккас паракансем пур. Фиточейе чирлисен çеç мар, сыввисен те ĕçмелле. Сăмахран, кашни çын организмĕнче рак клеткисем пур. Вĕсем иммунитет чаксанах «вăранма» пултараççĕ. Çапла ан пултăр тесен çулталăкра пĕр-икĕ хутчен профилактика шайĕнче шыçă чирĕсенчен сипленмелли чейе /вăл «Аван» 40 ;-лĕ чей/ ĕçме сĕнетĕп. Вăл тĕвве пĕтерет. Рак чирĕнчен сыхланма 17 курăкпа усă куратăп. Вĕсене, паллах, дозине пĕлсе ямалла.
242 патент
— Ÿсен-тăран пухма пĕлÿ те кирлĕ. Эсир вĕсене епле палласа илетĕр? Çак ĕçре сире кам пулăшать?
— Ку ĕçре мана мăшăр Валентина тата хĕрсем Надеждăпа Арина пулăшаççĕ. Эпĕ 1980 çулсенче Кишинев хулинче фармакологи курсне пĕтернĕ. Унсăр пуçне хам тĕллĕн чылай вĕренетĕп, кĕнеке вулатăп, интернетпа усă куратăп. Анчах унта кирлĕ-кирлĕ мар информаци чылай. Çак енĕпе асăрхануллă пулмалла. Малтанхи вăхăтра курăк пухма справочникпех каяттăмăр. Халĕ ку е вăл ÿсен-тăран ăçта ÿснине лайăх пĕлетпĕр. Анчах хăшне-пĕрне уйăрма йывăр. Сăмахран, сысна кĕпçине /болиголов/ çавнашкал ытти курăкран шăрши тăрăх çеç уйăрма май пур. Унран вилнĕ шăши шăрши кĕрет. Хăй вара шыçă чирĕсенчен усăллă.
Эпир çуркуннерен пуçлатпăр та хура кĕркуннечченех ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра — тымарсемпе. Ытларах хăй тĕллĕн çитĕнекеннине пухатпăр, мĕншĕн тесен вăл усăллăрах. Сăмахран, ал-ура сыпписене сиплекен ÿсен-тăрана нумай чухне çут çанталăкра пуçтаратпăр. Вĕсем кирлĕ элемента хăйсем патне туртаççĕ, çавăнпа усăллă. Типĕтме ятарлă сушилкăсем пур. Авалхи мелпе тĕттĕм вырăнта сарса типĕтетпĕр. Хĕвеллĕ кунсемпе пĕлсе усă курма тăрăшатпăр. Çу каçипех курăкпа ĕçлетпĕр. Тымарсене вара ятарлă пÿлĕмсенче типĕтме тивет.
— Эсир чирлесен çемйипех эмелпе мар, курăксемпе сипленетĕр пулĕ.
— Çапла. Эмел питех ĕçместпĕр, грипран прививка туман нихăçан та. Пирĕн сĕтел çинче яланах курăк чейĕ. Халĕ ферментациллĕ хĕрлĕхен курăкĕ /иван-чай/ ĕçетпĕр. Ăна 3-4 çул каялла пуçтарма тытăнтăмăр. Унăн çулçипе çеç усă куратпăр. Хăш-пĕр фирма тунине авăртса ярать. Унран чей хатĕрлес ĕç питĕ кăткăс. Вăл питĕ усăллă. Ахальтен мар унпа патшасем усă курнă.
— Курăк пухакан халĕ чылай. Вĕсен мĕн пĕлмелле?
— Пĕрремĕшĕ, курăка таса вырăнта пуçтармалла. Атмосферăри кирлĕ-кирлĕ мар япалана çулçă та, тымар та хăй çумне туртать. Çавăнпа çул хĕрринче, промышленноç зонисенче пуçтармалла мар. Иккĕмĕшĕ, курăк пухмалли вăхăта пăхăнмалла. Эпир уйăх катăлнă, тулнă вăхăтсене те сăнатпăр. Виççĕмĕшĕ, тĕрĕс типĕтесси, вăхăтра пуçтарасси. Сăмахран, вĕлтрен, пултран нÿрĕке хăйсем çине туртаççĕ. Вĕсене темиçе хут типĕтсен пахалăхĕ çухалать. Тăваттăмĕшĕ, курăка упрасси. Сывлăш температурине пăхăнмалла. Пиллĕкмĕшĕ, курăка пĕлсе ĕçесси. Унпа асăрхануллă пулмалла. Хăшĕ-пĕри аллерги пама пултарать. Хăть хăш курăк та сиплĕ, анчах дозăна пĕлсе ĕçмелле. Вăтам ĕмĕрти ăсчах, тухтăр, поэт-философ Авиценна çапла каланă: «Пур курăк та усăллă. Кашни чиртенех сиплĕ курăк пур».
— Эсир республикăра ирттерекен чылай мероприятие хутшăнатăр. Тури Ачакри «Чăваш хресчен çурчĕ» музейпе паллашма килекен туристсене те сиплĕ чейпе хăналатăр ялан. Тав тăвакан пур-и?
— Чылай çын тав тăвать, фиточейе туянса каять. Нумаях пулмасть 120 çын килчĕ музее, вĕсене хăналаса ятăмăр. Кашни çулах «Чапаев» теплоходпа туристсем килеççĕ. Вĕсем те Чăваш Ен чейне кăмăллаççĕ.
— Эсир — техника наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ, Чăваш халăхĕн академикĕ. Хăвăр шухăшласа кăларнă хатĕр-хĕтĕрпе ĕçре усă куратăр-и?
— Курăк пухнă, чей тунă çĕрте 15 çул каярах 13 тĕрлĕ патентпа тунă хатĕрсемпе усă кураттăм. Халĕ вĕсен шучĕ ÿсрĕ: 20-е çитрĕ пулĕ. Пурĕ манăн 242 патент. Мĕн те пулин шухăшласа кăларма кăмăллатăп. Çакă манăн — чун киленĕçĕ. Кăçал медицина енĕпе 2 патент илтĕм. Сăмах май, медицинăра усă куракан массажерсем те пур.
Валентина ПЕТРОВА.
ФиточеЙе Çак вырăнсенче туянма пулать:
Етĕрнери «Етĕрне» суту-илÿ çуртĕнче  рынокпа юнашар , Некрасов урамĕ.
Шупашкарти «Шупашкар» рынокра, 133/2 ;-лĕ киоск, 324-мĕш Стрелоксен дивизийĕ, 22 çурт, 1 корпус.
Шупашкарти «Туслăх çурчĕ», Элкер урамĕ, 20 çурт.
Шупашкарти Апат-çимĕç фончĕн киоскĕ, Николаев урамĕ, 14 çурт.
Сайтри интернет-магазин: avan21.ru.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.