Комментари хушас

4 Утă, 2014

Хура хурлăхан усси

Хура хурлăхан çырли аскорбин кислотипе, витаминпа, сахăрпа пуян. Цинга, юн, ревматизм чирĕсем чухне те хурлăхан çырли çиме сĕнеççĕ.

Вăраха кайнă тонзиллит, ангина, ларнингит, фарингит чухне шывпа хутăштарнă хурлăхан сĕткенĕпе (1:1) çăвара чÿхеççĕ.

Шăк хăвалама, тар кăларма, çавăн пекех вар виттине ерсен те çак çырла шывне ĕçеççĕ: 1 стакан шыва 1 кашăк çырла ярса çур сехете яхăн вĕретеççĕ. Кунне 3 хут 1Ĕ3 стакан чухлĕ ĕçеççĕ.

Хурлăхан çулçипе вĕретнĕ чей С витаминпа пуян. Подагра, цистит, пиелонефрит чирĕсенчен, шăк хăмпинче чул пулсан хурлăхан çулçи ярса вĕретнĕ чей ĕçеççĕ.

Ревматизм, подагра чирĕсенчен тин вĕретнĕ 2 стакан шыва типĕтсе вĕтетнĕ 1 кашăк çулçă ярса 3-4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла, кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

АсĂрхаттарни: гепатит, тромбофлебит, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсем вăй илнĕ тапхăрта, çавăн пекех инфарктпа инсульт хыççăн хура хурлăханпа усă курма юрамасть. Виçесĕр нумай çырла çини юна кĕвĕлтерме пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.