Комментари хушас

24 Юпа, 2019

Ăслă ачасем çитĕнеççĕ

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Канашри педагогика колледжĕнче ачасен цифра вĕрентĕвĕн IT-куб центрĕ ĕçлеме пуçланă. Унта хальхи вăхăтра икĕ направленипе вĕренеççĕ.

Çитес çулсенче центрта пĕлÿ илекенсен шучĕ палăрмаллах ÿсмелле. Хальлĕхе 400 ытла заявлени йышăннă. Ачасене çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн тин вĕренме илеççĕ. 2024 çулччен вĕсем центрта тÿлевсĕр вĕренĕç.

Хальхи вăхăтра центр çуртĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Канаш районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май унта та çитсе курчĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: