Комментари хушас

4 Утă, 2014

Пулас историк диплома чăвашла хÿтĕленĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Дмитрий Степанов хăйĕн диплом ĕçне чăвашла çырса хатĕрленĕ, тăван чĕлхепех хÿтĕленĕ. Çак факультетра кунашкалли пĕрремĕш хут. Паллах, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне пĕтерекенсен хушшинче квалификаци ĕçне чăвашла çыракансем пур, анчах аслă шкулăн ытти факультетĕнче вĕренекенсем халĕччен кун пек туман. Тăван чĕлхешĕн хыпса çунаканскере диплома чăвашла çырма мĕн хистенĕ-ха? Вăл мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнă? Ыйтусен хуравне тупассишĕн авторпа хăйĕнпе калаçрăм.

Дима хăйĕн диплом ĕçĕнче Чăваш наци конгресĕн кун-çулне, паянхи ĕç-хĕлĕпе пуласлăхне тĕпченĕ. Чăваш халăхĕн наци юхăмĕпе вăл икĕ çул каяллах кăсăкланма тытăннă. Çулталăк каялла тĕпчев темине палăртнă. Çавна май Наци конгресĕн иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи хастарĕсемпе тĕл пулнă. 90 страницăран тăракан диплом ĕçне хатĕрлесе çитерме çăмăл пулман. Студентсен хушшинче ăслăлăх стилĕпе чăвашла çыракан сахал. Çавăнпа вăл хăй пĕлекен çĕнĕ сăмахсемпе усă курнă. Вĕсен йышĕнче - пайташ /член/, элчĕ /представитель/, элтеш /гражданин/, ăслай /наука меточĕ/... Дима каласа кăтартнă тăрăх - вăл хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Çакна диплом ĕçне «5» паллăпа хаклани те çирĕплетет. Яш кунпа кăна çырлахасшăн мар, вăл çывăх вăхăтрах тĕпчевне монографи пек пичетлесе кăларасшăн.

Чылай чухне диплом хÿтĕлевĕн комиссийĕн членĕсен йышĕнче чăвашла пĕлекен сахал. Димăна ĕçе хаклакансем ăнланнă-ши?

- Эпĕ археологи, этнографи тата регион историйĕн кафедринче вĕреннĕ май мана итлекенсен хушшинче чăвашла пачах та пĕлменнисем çукчĕ. Ăнланманлăх сиксе ан тухтăр тесе хамăн ĕçĕн тĕп шухăшĕсемпе тĕллевĕсене вырăсла куçартăм. 7-8 страница пичетлесе хатĕрлерĕм, - ыйтăва уçăмлатрĕ яш.

Университет уставĕнче диплома чăвашла хÿтĕлемелли çинчен çырман пулин те, Димăн шухăшĕпе, студент хăйĕн кăмăлне кура кирек епле экзамена та, курс ĕçне те тăван чĕлхепе çырса хÿтĕлеме пултарать. Икĕ чĕлхеллĕ республикăра çакна тума никам та чараймасть.

Диплом илнĕ специалист пĕлÿ çуртĕнче ачасене истори вĕрентесшĕн е пĕр-пĕр администрацире ĕçлесшĕн. Дима vk.com сайтра «Чăвашлăх» ушкăн ертсе пырать. Тăван чĕлхене упраса ламран лама куçарассишĕн нумай тăрăшать. Ака уйăхĕн вĕçĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, вĕсем тепĕр акци пуçарнă. Унăн тĕллевĕ республикăри предприяти-организаци ертÿçисене ĕç вырăнĕнче «Кунта чăвашла та калаçатпăр» тесе çырнине вырнаçтарма ыйтассипе çыхăннă. Çамрăк ăрăва тăван халăх шăпи кулянтарни, унăн пуласлăхĕшĕн çунакансем пурри чăннипех те савăнтарать. Димăн малашнехи ĕçĕсем те ăнса пыччăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.