Комментари хушас

Театр — манăн пурнăçра

«Театр – манăн пурнăçра» конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр!
Редакцие килсе çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене Валерий Карпов (К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) хакларĕç.
1-мĕш вырăн — Ксения Щербакова /Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ, 5-мĕш класс/, Виктория Краснова /Шупашкар, 6-мĕш шкул, 2-мĕш класс/, Надежда Макарова /Шупашкар районĕнчи Кÿкеç лицейĕ, 3-мĕш класс/, Варвара Лукина /Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ, 3-мĕш класс/.
2-мĕш вырăн — Ольга Никитина /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, 9-мĕш класс/, Анна Ильина /Шупашкар, 33-мĕш шкул, 8-мĕш класс/, Наталья Сарбаева /Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси шкулĕ, 6-мĕш класс/, Арина Партасова /Шупашкар районĕ, Кÿкеç лицейĕ, 2-мĕш класс/.
3-мĕш вырăн — Анфиса Игнатьева /Красноармейски районĕ, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, 6-мĕш класс/, Виктория Тяпгильдеева /Шупашкар, 19-мĕш шкул, 3-мĕш класс/, Ариана Санчук /Шупашкар районĕ, Шăмăш шкулĕ, 6-мĕш класс/, Никита Егоров /Шупашкар районĕ, Шăмăш шкулĕ, 4-мĕш класс/.
Денис Орлов «Тантăш» хаçатăн ятарлă парнине тивĕçрĕ.
УШКĂНСЕН ХУШШИНЧЕ:
1-мĕш вырăн — Тимур Смирнов, Денис Орлов, Лидия Шихранова, Алексей Лаврентьев /Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей, 2-мĕш класс/; Яна Ягупова, Анастасия Смирнова, Никита Эренов, Тимур Александров, Петр Ларионов, Кирилл Петров, Кирилл Сереберцев, Варвара Орлова, Василина Орлова, Любовь Волкова, Ульяна Зверева, Екатерина Лаптева, Ксения Лаптева, Вероника Бутюгова, Ксения Черепанова /Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей, 2-мĕш класс/, Инесса Ани-симова, Тимофей Шекеев, Виолетта Хитрова, Максим Иванов, Дина Хафизова, Анна Портнова, Злата Субботина /Патăрьел районĕ, Патăрьелти 1-мĕш шкул, 4-мĕш класс/.
2-мĕш вырăн — Геннадий Арсентьев, Екатерина Иванова, Мария Григорьева /Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат-шкул, 7-мĕш класс/, Владислав Верховцев, Елена Васильева, Дмитрий Макаров, Дмитрий Иванов, Семен Петров /Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат-шкул, 8-мĕш класс/, Станислав Кудрявцев, Данил Никитин, Егор Степанов /Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат-шкул, 7-мĕш класс/.
3-мĕш вырăн — Арина Алямова, Дарья Маркова, Максим Исаев, Юлия Прохорова, Екатерина Корчакова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ, 5-мĕш класс/, Людмилăпа Надежда Макаровăсем /Шупашкар районĕ, Кÿкеç лицейĕ, 6 тата 3-мĕш классем/, Савва Барминов, Максим Говоруха, Денис Королев, Михаил Мирошниченко, Кирилл Оплетаев, Андрей Матвеев, Евгений Теренин, Александр Морозов, Даниил Герасимов /Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей, 2-мĕш класс/.
Гран-при — Равиль Степанов, Надя Паймина, Антон Смелов, Даниил Кочетков /Шупашкар, 35-мĕш шкул, 7-мĕш, 5-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем.
Çĕнтерÿçĕсене пурне те раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11 сехете «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залне (Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 7 хут) чыслава йыхравлатпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-967-470-67-97.

***********************************************************************************************************************************************

Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Театр — манăн пурнăçра» видеоконкурс ирттерет. Унăн тĕллевĕ — артист пултарулăхĕллĕ ачасене тупса палăртасси, аталанма хавхалантарасси.
Конкурса 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Видеоĕçре чăвашла е вырăсла пĕр-пĕр юптарăва е пьеса сыпăкне выляса кăтартмалла /5 минутран ытла мар/. Конкурса хутшăнма раштавăн 8-мĕшĕччен ĕçсене редакцин электрон почтине /tantas@list.ru/ çак папкăпа ямалла:
¤  ача е ачасем сценка выляса кăтартнă видео;

¤   анкета-ыйту /ăна пирĕн сайтра çакăнта тупма пулать/;

¤ «Тантăш» хаçата, «Тетте» е «Самант» журналсенчен пĕрне çырăннине ĕнентерекен квитанцисен пĕр копийĕ.
Электрон почтăпа яма май килмесен флеш-картăпа ача-пăча редакцине илсе килме юрать. Адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут.
Конкурс жюрийĕсĕр пуçне «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра интернет-сасăлав пулĕ.
РЕДАКЦИ.

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.