Комментари хушас

5 Утă, 2014

Алексей Германов ‐ тĕнче чемпионĕ

Мексикăри Канкун хулинче спо­рт аэробики енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен пирĕн ентеш ылтăн медальпе таврăннă.

Чăваш Енри чи пултаруллă аэробист, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Германов çĕр-шыв чемпионатĕнче çĕнтерсе тĕнче ăмăртăвне хутшăнма тивĕç пулнă. Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренекенскер командăри юлташĕсемпе пĕрле «Гимнастика ташши» номинацире пухмача «ылтăнпа» пуянлатнă. Шупашкар каччин пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар ку, 2012 çулта та вăл тĕнче чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Палăртмалла, спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçин Оксана Дьячукăн воспитанникĕ кăçал Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.