Комментари хушас

15 Чÿк, 2019

Елена МУСТАЕВА: Чăваша хăй чăваш пулнине аса илтерме тивет

Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан йăхташсен «Канаш» хаçачĕ тухма пуçланăранпа 30 çул çитрĕ. Мĕнле пурăнаççĕ унти чăвашсем, мĕн савăнтарать, мĕн кулянтарать вĕсене? Çакăн çинчен хаçатăн тĕп редакторĕпе Елена МУСТАЕВĂПА калаçрăмăр.

Елена Николаевна, эсир «Канаш» хаçатра вăл тухма пуçланăранпах ĕçлетĕр. Унăн аталанăвĕ пĕтĕмпех сирĕн умра пулса иртнĕ. Самантлăха çав тапхăра таврăнар-ха.
— «Канаш» хаçатра 1991 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ĕçлетĕп. Эпĕ киличчен 68 номер тухма ĕлкĕрнĕ. Вăл вăхăтра эпĕ Ульяновскра та пурăнман. Апла пулсан та «Канаша» пĕрремĕш номерĕнченех вуланă. Мăшăр Олег Николаевич ун чухне Чĕмпĕрти «Атăл» патшалăх телерадиокомпанийĕнче чăвашла «Еткер» кăларăма ертсе пыратчĕ. Вăл хаçата пирĕн валли яла, Елчĕке, çырăнса панăччĕ. Конвертпа ярса тăратчĕç. Интересленсе вулаттăм. Ун чухне «Канаш» 4 страницăпа кăна тухатчĕ. Хальхи пек тĕрлĕ тĕслĕ те пулман. Ульяновска куçса килсен «Канаша» корректора вырнаçрăм.
Камсем тăнă ун пуçламăшĕнче?
— Ку ыйтăва хуравланă май кăштах историе аса илес килет. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче СССР кĕç-вĕç саланса каяс пек аран тытăнса тăнă вăхăтра Чĕмпĕр облаçне ертсе пыракансем наци политикин çивĕчлĕхне питĕ ăслă татса панă: КПСС Чĕмпĕр обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Юрий Горячев хушнипе 1989 çулта «Атăл» патшалăх телерадиокомпанире чăвашла, тутарла, ирçе- мăкшăлла тата нимĕçле передачăсене эфира кăларма эрнере 25-шер минут уйăрнă. Чăвашсен «Еткер» кăларăмĕпе «Канаш» хаçачĕ тухтăр тесе И.Я.Яковлев ячĕллĕ культурăпа çут ĕç обществи нумай тăрăшнă. Юпа уйăхĕнче «Еткер» тухма тытăннă. Сăмах май çакна та каласа хăварас килет: «Еткерпе» тутарсен «Чишмэ» кăларăмĕсем паян та пур, вĕсем кабель телевиденийĕ урлă тухаççĕ. 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче, пĕр кунра, чăвашсен «Канаш» тата тутарсен «Эмет» хаçачĕсем кун çути курнă. Малтанхи номере хатĕрленĕ ĕçре КПСС обкомĕнчи пичет секторне ертсе пынă ентешĕмĕрĕн /Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнчен/ Александр Богатовăн тÿпи питĕ пысăк. Вăл хăй патĕнче редколлеги пухнă, хастарсене çак ĕçе явăçтарнă, кадрсене шыранă. Малтанхи номере ĕçлекенсене укçа тÿлемесĕр калăпланă. Вăл вăхăтра Аслă Нагаткинта дубляж майĕпе район хаçачĕ чăвашла тухса тăнă. Çавăнта пичетленĕ те. Унăн редакторĕ, кайран «Канаш» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Валерьян Ромашкин, çак ĕçе пĕр шухăшлисемпе пурнăçланă.
«Канаш» хаçатпа облаçри чăвашсен наци культура автономийĕ маларах — чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи пĕр вăхăталлах чăмăртаннă. Вĕсен пĕр тĕллевех пулнă: хастар, пĕр шухăшлă йăхташсене пĕрлештересси, чăвашлăха аталантарасси.
— Иван Кирюшкин ертсе пыракан И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи çав тĕллеве пурнăçлассишĕн нумай тăрăшрĕ. Редакцире ĕç вĕресе тăратчĕ. Кунпа мар, сехетпе вырăсланса пыракан регионта чăвашлăха, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, культурăна аталантарасси çăмăл пулман. 1956 çулта шкулсенче чăвашла вĕрентме пăрахнă, ачасене тăван чĕлхепе калаçма чарнă хыççăн чăвашла çырма-вулама пĕлекен сахалланнă. Калаçма вăтаннă, никам илтмен-курман çĕрте кăна тăван чĕлхепе вăрттăн пупленĕ. Нумайăшĕ вырăсланнă. Халĕ те сахал мар вĕсем — юнĕпе тата чунĕпе чăваш, анчах чĕлхипе вырăс — çынсем. Облаçра «Еткер» чăвашла кăларăм тата «Канаш» хаçат тухма тытăнсан ентешсем чăннипех чĕрĕлчĕç. Сăвă-калав çыракансен те унччен хайлавĕсене ярса памалли вырăн çукчĕ. Пултарулăх çыннисем хăйсен ĕçĕсене кун çути кăтартмалли, вулакансем патне çитермелли кăларăм пулнишĕн савăннă. Сăвăсем, калавсемпе повеçсем пичетленме пуçларĕç. Редакци çумĕнче 1997 çулта «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Авторсем хăйсен кĕнекисене кăларчĕç.
Эсир тĕп редактор тилхепине алла илнĕренпе çулталăк иртрĕ. Çавăнпа редакцин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар.
— «Канаш» «Ульяновская правда» издательство çуртне кĕрет. Хаçат эрнекунсерен сакăр страницăпа тухса тăрать. 2014 çултанпа хаçатăн пур страници те тĕспе пичетленет. Редакци Чĕмпĕрти Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çуртра, облаçăн чăваш наци культура автономийĕн çуртĕнче, вырнаçнă. Пÿлĕмсене автономи тÿлевсĕр парать, çутăшăн, ăшăшăн, шывшăн хăй тÿлет. Паян редакцире тăваттăн кăна ĕçлетпĕр: эпĕ, тĕп редактор, яваплă секретарь Ирина Данилова тата пай пуçлăхĕ Елена Алексеева. Корректор тивĕçне Валериан Ромашкин пурнăçлать. Редактор тивĕçне кÿлĕнсенех вулакансен конференцине ирттертĕмĕр. Уççăн калаçрăмăр: çитменлĕхсене пĕтермеллине, хаçата лайăхрах, илĕртÿллĕрех тумаллине, тиража епле майпа ÿстермеллине сÿтсе яврăмăр. Кашни пулăшма пулчĕ. Ун хыççăн тираж 45 процент ÿсрĕ. Паян «Канаша» почта урлă кăна салататпăр, 1650 экземплярпа тухса тăрать. Савăнмалли пулăм, анчах çĕр пине яхăн чăваш пурăнакан регионта ĕçлемелли тата пур. Çырăнтару тапхăрĕнче, шел те, кашни чăваша хăй чăваш пулнине аса илтерме тивет. Тепĕр чухне: «Эпир чăвашла вулама пĕлместпĕр», — текен те пур. Апла пулин те шанчăклă вулакансем пурри ĕçлеме хавхалантарать.
Хаçат çумĕнчи «Шевле» те çĕнĕрен вăй илчĕ мар-и-ха?
— Литература пĕрлешĕвĕн ĕçне çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр, кашни уйăхра пухăнатпăр, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яватпăр. Çыравçăсенчен нумайăшĕ кĕнеке кăларчĕ. Вĕсен хăтлавĕсене ирттеретпĕр. Çыравçăсене явăçтарса тĕлпулусем йĕркелетпĕр. «Канаш» 30 çул тултарнă ятпа «Атăл юрри» журналăн çĕнĕ номерне хатĕрлетпĕр. Кашни çур çулта Издательство çурчĕ пулăшнипе «Канаша» çырăнакансен хушшинче лотерея вылявĕ ирттеретпĕр.
Çитĕнекен ăрăва хăвăр енне çавăрас тесе мĕн тăватăр? Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш шкулĕсем пур-и?
— Хальхи вăхăтра ачасене чăвашлăха явăçтарма шутсăр йывăр. Пирĕн облаçра кăна мар, Чăваш Республикинче те ачасем ытларах вырăсла калаçаççĕ. Хальхи вăхăтра облаçри 90 шкулта тĕрлĕ майпа чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентеççĕ. Чăнлă районĕнчи сакăр шкулта — предмет майĕпе. Сехетсем сахал кăна мар, питĕ сахал. Çапах чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕрентесси веçех учительтен килет. Ячĕшĕн те ĕçлеме пулать, чуна парса та. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.