Комментари хушас

15 Ноября, 2019 | Хыпар | Сывлăх | Пурăнас килет

Марина усал шыçăпа аптăранине ашшĕ те пĕлмен

Операци хыççăн Хусана янă анализ пĕтĕмлетĕвĕ килсен Марина ăнран кайнă: «Епле-ха капла? Ăçтан тупăнма пултарнă усал шыçă? Ĕçсе-çапкаланса çÿремен, Турра манса пурăнман, лăш канмасăр ĕçленĕ, тухтăр пулнă май çынсен сывлăхĕшĕн кĕрешнĕ, ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн тăрăшнă…» Хуравсăр ыйту вун-вун пулсан та Маринăн хăрушă чире йышăнма, унпа кĕрешме тивнĕ. Ахăртнех, ăна усал шыççа парăнтарма çирĕп кăмăлĕ пулăшнă. Тулли верси...

Ÿкĕнсе каçару ыйтмалла

«Хуйхă килсе çапсан çын Турра аса илет» каларăш пур халăхра. Ку сăмахсенче, тем тесен те, чăнлăх пытаннă. Чир ураран ÿкерсен те этем Турăра çăлăнăç шырать, тĕн енне туртăнать. Турă çуртне нихăçан кайса курман çын та чир- чĕр çыпăçсан кĕлтăвать, чиркĕве çÿреме тытăнать. Кун пек чухне çыннăн чи малтан мĕн шута илмелле? Çавăн пирки Чăн тĕншĕн асапланса вилнĕ çветтуйсене асăнса Шупашкарти кăнтăр районĕнче лартнă чиркĕвĕн настоятелĕ Гурий Данилов архимандрит кĕскен каласа кăтартрĕ:

Чир-чĕр килсе çулăхсан чи малтанах çылăхлă çыннăн Турăран каçару ыйтмалла, пулăшма тархасламалла. Тĕн йăли-йĕркине пăхăнса типĕ тытса çылăх каçарттарни, Турă юнне ăша яни усăллă. Турра пĕрмай йăлăнмалла, Псалтирь, Çĕнĕ халал, ирхи тата каçхи кĕлĕсене вулама тăрăшмалла. Чиртен сывалма ыйтса нумай асап тÿссе вилнĕ Пантелеймон, Лука /вăл хăй те пурăннă чухне тухтăр пулнă/ çветтуйсене асăнмалла, вĕсене хăвăр сывлăхăршăн Турра кĕлтумашкăн ыйтмалла. Çветтуй вырăнсене çÿреме май тупмалла. Сывалсан вара Турра тав тума ан манăр.

ЭСИР ПĔЧЧЕН МАР

Усал шыçăпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ-и? Çырăр (адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ)
электрон адрес: hypar1@mail.ru,
шăнкăравлăр: тел. 89674706535.

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.

www.hypar.ru

Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.