Комментари хушас

19 Чÿк, 2019

Укçа пурне те çитет-и?

Статья ятне кăларнă ыйту хуравĕ уçăмсăр-ха, анчах Чăвашкредитпромбанкпа çыхăннă лару-тăру влаçсене те пăшăрхантарать, çавна май эрнекун Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче республика Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ банкăн РФ Тĕп банкĕ йĕркеленĕ вăхăтлăх администрацийĕн тата Вкладсене страхлакан агентство представителĕсем лицензисĕр тăрса юлнă банк вкладчикĕсемпе курнăçрĕç, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

«Пушарпа» Пожарская кĕрешет

Вăхăтлăх администраци ертÿçи — Тĕп банкăн Атăл-Вятка управленийĕн финанс организацийĕсен ĕçне вĕçлекен пайĕн консультанчĕ Елена Пожарская /ан кÿрентĕр те, Чăваш Енри банкри «пушара» сÿнтерессишĕн яваплăскершĕн — чăннипех кăтартуллă хушамат/ Вкладсене страхлакан агентство чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа вкладчиксене — уйрăм çынсене тата предпринимательсене — укçана тавăрса пама тытăнассине çирĕплетрĕ. Укçа пурне те çитĕ — кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Тÿлев йĕрки тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăмалла мар, мĕншĕн те-сен кунашкалли хальччен те пайтах пулнă. Чăвашкредитпромбанкпа çыхăннă пăтăрмах — агентство ĕçĕнчи çакнашкал 500-мĕш тĕслĕх.
Юридици тытăмĕсен вара хăйсен укçине кĕтме тивĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем те, вĕсен пысăк вкладсем пулсан, 1,4 мииллионран «ытлашши» укçана халех илеймĕç. Çак укçана страховка пырса тивмест вĕт. Вĕсен укçин асăннă виçерен пысăкрах пайне банк активĕсене сутнă хыççăн тин саплаштарĕç. Сăмах май, пысăк вкладчиксем банкра ытла нумай пулман- мĕн. Иван Моторин цифрăсем те асăнчĕ: уйрăм çынсем – 36910 вкладчик. Çав шутран 337-шĕн /1% та çук/ Чăвашкредитпромбанкра 1,4 миллион тенкĕрен пысăкрах вклад пулнă. Тата — 4940 предприниматель.
Юридици вăйĕнчи тытăмсем хăйсен укçине хăçан илме пултарасси пирки татăклă хурав пулмарĕ. Еле-на Пожарская пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе банк активĕсен калăпăшĕ тĕлĕшпе те тĕп-тĕрĕс кăтартусем çук. Вĕсене тĕплĕ хакламалла. Çакăн хыççăн тепĕр ыйту хуравне палăртмалла: банка тĕп тумалла-и е панкрута кăлармалла? Кунта Арбитраж сучĕ те хутшăнĕ. Юридици тытăмĕсен укçин шăпи çак ыйту хуравĕнчен те килет. Активсем мĕн пур кредитор умĕнчи парăма татма çителĕклĕ пулсан — банка тĕп тăвĕç, вăхăт иртнĕ май пурте хăйсен укçине туллин тавăрĕç. Активсем çителĕксĕр пулсан — урăх ÿкерчĕк: панкрутлăх çулĕпе каймалла, ун чух вара кредиторсен те мĕн пуррипе çырлахма тивĕ.

Тÿлеме пуçланă

Вкладсене тавăрса памашкăн тивĕçлĕ оператора палăртнă ĕнтĕ — Россельхозбанк ĕçлĕ. Çак банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская тунтикун çынсене укçа тÿлеме пуçлассине çирĕплетрĕ. Чăтăмсăр вкладчиксем вара эрнекунах банка пынă-мĕн: «Ирхине эпĕ ĕçе пынă чухнех пенсионерсен ушкăнĕ черет тăрать…» Çавна май вăл çынсене тунтикунранах кĕпĕрленме кирлĕ марри çинчен асăрхаттарчĕ. Телефонпа шăнкăравласа çырăнсан меллĕрех. Укçана тĕп хулара кăна мар, Россельхозбанкăн районсенчи уйрăмĕсенче те тÿлĕç — пĕтĕмпе 12 вырăнта. «Санкт-Петербургра вара?» — Нева çинчи хулара та вкладчик пур иккен. «Çук, унта илеймĕç, — терĕ Ирина Николаевна. – Анчах вкладчик кунти çынна шантару хучĕ пама пултарать – чăрмав пулмĕ». Филиалшăн пăтăрмахлă çакнашкал тĕслĕхсенче оператор тивĕçне пурнăçласси çĕнĕлĕх мар — хальччен те тăватă хут çак ĕçе хăйĕн çине илме тивнĕ. Ку хутĕнче те, иккĕленмест филиал директорĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ.
Уйрăм çынсем вкладсене укçан илме, урăх банкри шут çине куçарма е Россельхозбанкрах хăварма пултараççĕ. Предпринимательсем вара укçан илеймеççĕ — куçарма кăна пулать. Çавăнпа та Чăвашкредитпромбанкра пĕртен-пĕр шут пулнă тăк — укçа ыйтăвĕпе киличчен вăл е ку банкра шут уçмалла, укçана унта куçарĕç.
Чăвашкредитпромбанк вкладчикĕсене йышăнмашкăн офиссенче ятарлă хушма вырăнсем те йĕркеленĕ — декрет отпускĕнчи сотрудниксене ĕçе чĕнсе илсех. Ирина Письменская тÿлевсене икĕ\эрнерех парса пĕтерме май пур тесе шутлать. Тулĕк вкладчиксем «эпĕ мĕншĕн реестрта çук?» йышши ыйтусемпе банк ĕçченĕсене ан чăрмантарччăр — ку черетсем йĕркеленессине сăлтавласси те часах. Россельхозбанк сотрудникĕсем вĕсене пурпĕр хуравлаймаççĕ, ку ыйтусемпе Чăвашкредитпромбанкăн вăхăтлăх администрацине — Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çурта — каймалла, хуравне унта шырамалла.

«Эпир витĕм кÿме пултарайман…»

Паллах, ыйту чылай пулчĕ. Зал тулли халăх — хĕрÿленсе банкпа çыхăннă пăтăрмахшăн Чăваш Ен влаçĕсене айăплама пăхакансем те пулчĕç. Тĕрĕссипе, Иван Моторин хăюлăхне тивĕçлипе хакламалла – кăмăлсăр çакăн пысăкăш йышпа куçа-куçăн калаçма характер тени те кирлех. Иван Борисович çухалса каймарĕ — кашнинех туллин хуравлама тăрăшрĕ.
Чăвашкредитпромбанк патшалăх банкĕ тенине татăклăн хирĕçлерĕ. Çапла, унччен банк акцийĕсен тĕрĕслев пуххи республика харпăрлăхĕнче пулнă. Анчах «çаврăнăçуллă» мажоритарисем хăйсен ак-цийĕсен шутне ÿстерме пултарнă май республика чылай çул каяллах акцисен 36% кăна тăрса юлнă. Çакăн хыççăн, 2011 çултан тытăнса, республика влаçĕсем çак мажоритарисемпе малалла ĕçлес кăмăл çуккине уççăн палăртнă, патшалăх тата муниципалитетсен тытăмĕсем унпа ĕçлеме пăрахнă. Акцисене те сутма йышăннă, темиçе хут та сутлăха кăларнă — туянакан тупăнман.
Банкри ĕç-пуç ырă марри пирки Тĕп банка та 2014 çултах çыру çырса асăрхаттарнă. Акцисен пĕр пайĕ ре-спублика харпăрлăхĕнче пулнă пулин те тĕрĕслев пуххисĕр юлнине кура Чăваш Ен влаçĕсем унти ĕç-пуçа витĕм кÿме те, çав вăхăтрах унăн бюджетпа çыхăнман клиенчĕсене /вкладчиксене, юридици тытăмĕсене/ унпа ан ĕçлĕр тесе чĕнсе калама та пултарайман — ку влаç енчен тÿрĕ кăмăллă конкуренцие хĕстерсе саккуна пăсни пулатчĕ.
Мажоритарисем Чăвашкредитпромбанк директорне те пĕрре кăна мар улăштарнă — кама лартасси пирки республика Правительствинчен ыйтман, унпа канашламан. Залри çынсенчен пĕри «Министрсен Кабинетĕнчен директорсен канашĕнче представительсем пулнă вĕт-ха — вĕсем банкра ĕç укçи илнĕ-и?» тесе ыйтнине те Иван Борисович кĕскен хуравларĕ: «Паллах, илмен!» Банкри ĕç-пуçшăн унăн ертÿçисем айăпли пирки вăл иккĕленмест. Çавна май ĕç-пуç панкрутлăх патне çитес пулсан банка ятарласа панкрута кăларма пултарнин паллисене шырамаллине, вĕсен ĕçĕпе право хуралĕн органĕсем кăсăкланма пултарассине те хирĕçлемест. Яваплăх, ун шучĕпе, пулмаллах.
Унти çивĕчлĕх паян çуралманнине кура чылайăшĕ пурпĕр Чăвашкредитпромбанкпах малалла ĕçлени вара — çав тытăмсен хăйсен ыйтăвĕ. Çак лару-тăрăва лекнĕшĕн вĕсен, Правительство пуçлăхĕн шучĕпе, хăйсен айăпĕ те пур. Паллах, ку вĕсен паянхи кăткăслăхне çăмăллатмасть, анчах чăнлăха йышăнасах пулать.

ТСЖ та тăхтать, «оборонка» та кĕтет

Залра ТСЖсен представителĕсем нумай. Чылайăшĕ çынсенчен коммуналлă тÿлевсем пухмалли шутсене унта тытнă. Пĕр ТСЖ директорĕ, авă, çынсенчен тÿлев пухни çинчен калать, укçана çирĕплетнĕ йĕркепе чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене ăшă энергийĕшĕн, шывшăн, электричествăшăн куçарса пама хатĕрленнĕ. Ĕлкĕреймен — 7-мĕшĕнче Чăвашкредитпромбанк лицензине туртса илни çинчен пĕлтерни çак тата ытти чылай ТСЖшăн уяр çанталăкри аслати евĕрех пулнă. Халь мĕн тумалла тет?
Нимĕн те тăваймăн, çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕ уйрăм çынсен шутне те, предпринимательсен йышне те кĕмест — унăн укçине страхламан, эппин, ытти юридици тытăмĕпе пĕрле укçана кредиторсен виççĕмĕш черетĕнче илĕ. Хваттерсен хуçисем капиталлă юсавшăн уйăхсерен хывакан укçа шăпишĕн вара кулянма кирлĕ мар. Залран Капиталлă юсав фончĕн шучĕ те унта пулнипе çыхăннă ыйту янăрарĕ те — Иван Моторин уçăмлатрĕ: фонд укçи — казначействăра. Ыйту параканăн çуртĕнче пурăнакансем çав укçана Чăвашкредитпромбанка куçарни вара унти ТСЖ ятарлă шут уçнипе сăлтавланма пултарнă — пайăррăн тишкермеллине палăртрĕ. Ку тĕрĕсех, енчен те ТСЖсем валеçсе ĕлкĕрнĕ квитанцисенче Чăвашкредитпромбанк реквизичĕсене кăтартнă пулсан — укçа куçармалла мар, çĕнĕ квитанцисем хатĕрлемелле.
Банк клиенчĕсен ретĕнче Улатăрти оборона саккасне пурнăçлакан предприяти те пулнă иккен. Çук, «оборона» тени ку тĕслĕхре нимĕнле çăмăллăх та памасть — ытти юридици тытăмĕпе пĕрле кăна укçа илейĕ. Е тата тепĕр тĕслĕх: пĕр предприятие тепри саккас пурнăçлама Чăвашкредитпромбанкри шут çине маларахах, саккаса пурнăçличчен, укçа куçарса панă. Саккаса пурнăçламаннине пăхмасăр çав укçаран предприятин налук тÿлемелле. «Эпир укçана та çухатрăмăр, çийĕнчен çав укçаран халь налук тÿлемелле пулса тухать-и?» — вырăнлă ыйту. Бизнесменăн чун ыратăвне, паллах, ăнланмалла, анчах саккун пуриншĕн те пĕр: укçана вăхăтлăх администраци ăна виççĕмĕш черетпе кăна парĕ, налука та тÿлемелле.
Хăйне евĕрлĕ тепĕр ыйту: хăшĕ-пĕрин банкра вклад та пулнă, çак банкранах кредит та илнĕ, вĕсемпе мĕн пулать? Кредита тавăрассине вкладшăн памалли виçепе саплаштарма май пур-и? Хуравĕ — клиента савăнтараканни мар: малтан кредита туллин тÿлесе татмалла, унтан тин вкладри укçана илме май пулĕ. Вкладсенчи укçана килĕшÿре çирĕплетнĕ процент хушăмĕпе тавăрса парĕç — ку енĕпе клиентсем нимĕн чухлĕ те çухатмаççĕ. Чăн та, процентсем страховани тĕслĕхĕн кунĕччен кăна — чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕччен — хушăнаççĕ, ун хыççăнхи тапхăр — процентсăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.