Комментари хушас

Хаклă вулаканăмăрсем! «Тăван Атăл» журналăн паянхи кăларăмĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи профессионал-çыравçăсене чăвашла «калаçтарас» терĕмĕр.
Чĕмпĕр облаçĕнчи Профессионал писательсен союзĕ те Раççей писателĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ шутланать, 46 сăмах ăстине пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлĕхе Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Илья Александрович Таранов прозаик ертсе пырать. Çак йышра пирĕн чăваш çыравçисем те пулнă, халĕ те пур. Анатолий Юман, Анатолий Чебанов, Петр Ишутов, Алексей Мердеев, шел те, пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Валентина Тарават тата Николай Ларионов çыравçăсем вара халĕ те тулли вăй-хăватпа ĕçлеççĕ, çыраççĕ, хальхи вăхăтри чăваш литературине тĕнче умне кăларас тесе тăрăшаççĕ.
Паян эсир Чĕмпĕр тăрăхĕнчи вырăс çыравçисен хайлавĕсемпе туллинрех паллашма пултаратăр. Вĕсене чăвашла Валентина Тарават куçарнă. Сăмах май, Валентина Николаевна хăй вăхăтĕнче Василий Давыдов-Анатри, Валем Ахун, Николай Ытарай, Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Анатолий Ыхра, Людмила Смолина, Петĕр Ялгир сăввисене вырăсла янăраттарса янă.
Вырăсларан Валентина ТАРАВАТ куçарнă.
 

¤ ¤ ¤

Владимир ДВОРЯНСКОВ

Шап-шурă çĕмĕрт пирĕн пахчара.
Шур чечекпе вăл çĕр питне те витнĕ.
Калатăн эсĕ: — Сулхăн урамра.
Урамра çех-и? Чунăм шăнчĕ витĕр.
Пĕлмен, пĕлмен çанталăк каварне.
Сана парне — шап-шур çеçке парсаччĕ.
Юратăва-шим шăнтрĕ çав парне? —
Кăларăн эсĕ: — Ман халь урăх каччă.
Çак вăхăтра тĕл пулнă эп сана.
Çак вăхăтра чунра çуралчĕ çуй…
Халь эп çанталăк каварне шанап.
Чĕрем ăнланчĕ — пулмĕ пирĕн туй.

¤ ¤ ¤

Хĕл те çитĕ сисĕнмесĕр.
Кайăк-кĕшĕк сайрарах…
Çурт-йĕрсем темле илемсĕр.
Çут хĕвел те сулхăнрах.
Илĕртмест халь шурă хурăн,
Кичемленчĕ ват йăмра.
Кăмăла хуçать çак курăм,
Вăратать шеллев чунра.
Çулçăсем шăнса пăрланчĕç,
Иртнĕ ĕмĕрĕ вĕсен.
…Тунсăхпа тулса шупкалчĕç
Манăн вичкĕн куçăмсем.

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.