Комментари хушас

13 Раштав, 2013

Шупашкарта - “Çăлтăр ушкăнĕ”

Çак кунсенче тĕп хулари Миттов бульварĕнче ача сачĕ уçăлчĕ. Капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул умĕн хута ярассишĕн «Стройсфера» ООО строителĕсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.

«Çăлтăр ушкăнĕ» ача сачĕн никĕсне 2012 çулхи чÿк уйăхĕнче хывнă. Чи пĕлтерĕшли - кунта сусăр ачасене те йышăнма пултараççĕ. Вĕсем валли çурта кĕме пандус, иккĕмĕш хута хăпарма лифт пур. Интерактив залĕ, çавăн пекех - лекотека, сенсор пÿлĕмĕ, физиотерапи пÿлĕмĕллĕ медицина блокĕ, бассейн, хальхи йышши оборудовани лартнă апат-çимĕç блокĕ, изостуди, этнографи пÿлĕмĕ...

Шкулчченхи вĕренĕвĕн çĕнĕ заведенине уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, тĕп хулан администраци пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлехи Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Валерий Антонов, «Стройсфера» ООО генеральнăй директорĕ Авак Ханеданян хутшăнчĕç. Хĕрлĕ хăйăва ачасемпе пĕрле касиччен Михаил Васильевич республикăра Раççей Президенчĕн «Вĕренÿпе ăслăлăх тытăмĕнче патшалăх политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн чылай ырă улшăну пулнине палăртрĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.