Комментари хушас

10 Раштав, 2019

Çĕнĕ çула хатĕрленнĕ май ларăва пухăнчĕç

Çĕнĕ çула халлаласа йĕркелекен уяв мероприятийĕсене халăх яланах йышлă хутшăнать. Çав объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче.

Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енри вĕрентÿ организацийĕсенче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене халалласа 600 ытла мероприяти ирттерĕç. Министр унта хутшăнакан ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне хăрушсăрлăх мерисем пирки ăнлантарнине каларĕ. ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова культурăпа кану учрежденийĕсем, библиотекăсемпе музейсем уяв кунĕсенче те ĕçлессине палăртрĕ: эппин, шкул ачисем каникул кунĕсенче вăхăта усăллă ирттерме май пулĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров çулсеренех йĕркелекен «Çĕнĕ çул» профилактика операцийĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Михаил Игнатьев культурăпа спорт, çавăн пекех халăх йышлă хутшăнакан ытти мероприятие ирттернĕ май хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине палăртрĕ. Уйрăмах пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чухне асăрханмалла терĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.