Комментари хушас

10 Утă, 2014

Туристсене ăшшăн кĕтсе илеççĕ

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен район. Çавăнпа сезон пуçлансанах унта çĕр-çĕр турист килсе каять.

Нумаях пулмасть хула пристанне "Валерий Чкалов" теплоход чарăннă. Чăваш Ене кăçал иккĕмĕш хут килнĕ пăрахутпа Сĕнтĕрвăррине вун-вун хăна çитнĕ. Вĕсене хула çыннисем çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Экскурси Атăл хĕрринче çĕкленсе ларнă Мария Александровна Шестовăн палăкĕнчен пуçланнă, унтан вĕсем авалхи çуртсене курса çÿренĕ, чиркÿсене кĕрсе курнă. Соснин купса килĕнче экскурсоводсем хула кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех хăнасем В.Максимов фотохудожникăн ĕçĕсен "Тăван хуламăр, эсĕ яланах илемлĕ" куравĕпе тата музейри çĕнĕ экспозиципе - "Тирпейлÿçĕ пÿлĕмĕпе" - паллашнă. Туристсем районти ал ĕç ăстисен капăр япалисене асăнмалăх туяннă, хăшĕ-пĕри ял ĕçченĕсем ÿстерекен пахча çимĕçпе те хăналаннă. Çак кунсенче хулана тепĕр теплоход килсе çитмелле, ăна та Сĕнтĕрвăррисем ăшшăн кĕтсе илĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.