Комментари хушас

11 Раштав, 2019

Наци проектне еплерех пурнăçланине тишкерчĕç

Паян республикăн Патшалăх Канашĕнче «Экологи» наци проектне Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçлас ĕç çинчен» ыйтупа канашлу ирттерчĕç.

Унта çут çанталăк ресурсĕсене сыхлас тата хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлекен «Раççейĕн экологи обществи» организаци председателĕ, «Экологи» наци проекчĕн обществăри ĕçлĕ канашĕн председателĕн çумĕ Рашид Исмаилов хутшăнчĕ, çав проекта çĕршывра еплерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ, ăна ĕçе кĕртессипе Чăваш Ен умне мĕнлерех ыйтусем тухса тăнипе кăсăкланчĕ.

Республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ăна «Экологи» наци проектне пурнăçлассине, уйрăммăн илсен çут çанталăка хÿтĕлессине, экологи хутшăнăвĕсене йĕркелессине тивĕçтерме Чăваш Республикин тивĕçлĕ саккунĕсене йышăннине пĕлтерчĕ.

ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕн çумĕ Марина Трофимова асăннă проекта Чăваш Енре пайăррăн пурнăçлани çинчен каласа пачĕ.

Йăлари хытă каяша уйăрса сортланă хыççăн производствăна явăçтармалли комплексен ĕç-хĕлĕпе «НПО «Экологи» общество директорĕ Сергей Лебедев паллаштарчĕ.

Ыйтусене сÿтсе явма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Сергей Павлов, Олег Таланов, Елена Николаева хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.