Комментари хушас

20 Раштав, 2019

Комсомольски районĕнче культура çурчĕ уçăлчĕ

Паян Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Шурутсем çак куна тахçантанпах кĕтнĕ. Халиччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Çавна пула вырăнти артистсен хăйсен концерчĕсене вăтам шкулти акт залĕнче кăтартма тивнĕ.

Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Культура çурчĕ хăнасене, ял çыннисене йышăнчĕ. Паллă çак пулăмпа Михаил Игнатьев Шурутсене ăшшăн саламларĕ.

Çĕнĕ кермене тума республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран — 700 пин тенкĕ. «Стройкомфорт» организаци ĕçе ака уйăхĕнче пуçăннă, кĕске вăхăтрах икĕ хутлă çурта хăпартнă, шыв, газ кĕртнĕ, çурт таврашне тирпейленĕ, илемлетнĕ. Кунта 100 çын вырнаçмалăх зал, пултарулăха аталантармалли пÿлĕмсем, библиотека пур.

Шурутсемшĕн кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕ уйрăмах савăнăçлă пулĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: