Комментари хушас

20 Раштав, 2019

«Театр – манăн пурнăçра» конкурс çĕнтерÿçисене чысларăмăр

Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Театр — манăн пурнăçра» видеоконкурс ирттерчĕ. Паян çĕнтерÿçĕсене хамăр пата пухрăмăр. 

Аса илтерер, редакцие килсе çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене Валерий Карпов (К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) хакларĕç.

Çĕнтерÿçĕсен ячĕсемпе КУНТА паллашма пулать.

СĂН ŸКЕРЧĔКСЕМ...

www.hypar.ru