Комментари хушас

20 Раштав, 2019

Ентеш ячĕпе - палăк

Паян Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелте ентешне — Василий Разумов вице-адмирала — асăнса Якорь-палăк уçрĕç.

Василий Петрович 1909 çулта Аслă Çĕрпÿелте çуралнă. Совет флотоводецĕ 1965 çултанпа — инженер-вице-адмиралĕ. «Морской сборник» журнал редколлеги членĕ пулнă. Вăл 1967 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

Каçал районĕн çыннисем ентĕшне манмаççĕ. Тăван ялĕнче 2005 çулта Асăну хăми уçнă. 2009 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ çине ун ячĕпе Асăну хăми вырнаçтарнă. 1994 çултанпа Василий Разумов ячĕпе çулленех винтовкăран перес енĕпе районта турнир иртет. Кăçал вара, вице-адмирал çуралнăранпа 110 çитнĕ май, палăк уçрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлĕхĕн председателĕ Владислав Ильин вице-адмирал, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, ыттисем хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.