Комментари хушас

«Электроникăпа паян тĕнчипех ытларах та ытларах кăсăкланаççĕ. Электроника малалла та аталанса пырĕ. Çак отрасель тата вăйлантăр тесен Шупашкарта пĕр-пĕр предприяти çумĕнче электроника центрĕ уçсан аван пулмалла», - палăртрĕç паян пухăннисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Г» тата «В» корпуссенчи электрооборудованипе çыхăннă тĕрлĕ лабораторипе паллашнă май.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. «Маларах электроника енĕпе вĕренме чи вăйлисем, чи лайăххисем килетчĕç. Халĕ вара вĕсем Мускавпа Санкт-Петербурга çул тытаççĕ», — çак шухăша та уçса пачĕç тĕлпулура нумай çул ĕçлекен, аслă преподавательсем. Михаил Васильевич чи лайăххисене хамăр патрах хăвармаллине палăртрĕ. Çапла тума халĕ условисем тунă. Çакна чăннипех курса ĕнентĕмĕр.

Михаил Игнатьев малтанах «Г» корпусри вĕрентÿ технологийĕсен центрĕн, «Цифра подстанцийĕ» лабораторин ĕçĕ-хĕлĕпе, «В» корпусри КАСКАД ГРУПП стендчĕсемпе паллашрĕ. Çавăн пекех «Технологисемпе электронлă техника изделийĕсен лабораторине», «Наноэлектронлă устройствăсемпе тытăмсен лабораторине», «Микропроцессор хатĕрĕсемпе тытăмĕсен лабораторине», «Цыфра реле хÿтĕлевăн тата автоматика лабораторине», «Пĕтĕмĕшле электропривод тата электричество машинисен лабораторине» кĕрсе курчĕ. Ку лабораторисене йĕркелеме республикăри паллă предприятисем пулăшнă. Кунта студентсем кăна мар, шкул ачисем те пĕлÿ илеççĕ. Диплом илнĕ çамрăк специалистсем тÿрех энергетика обьекчĕсене ĕçе вырнаçма пултараççĕ. «Çĕнĕ йышши оборудовани пур, республика валли кадрсем хатĕрлетпĕр, çĕршыв электричествăсăр юлмĕ», - шÿтлерĕç преподовательсем.

Республика Пуçлăхĕ паянах «В» корпусра йĕркеленĕ «Энергетикăри цифра технологийĕсен аталанăвĕпе кадрсем хатĕрлесси» «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче энергетикăпа электротехника факультетĕнче вĕренекен пултаруллă та хастар студентсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендийĕсене панине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ. Иван Кочетов, Федор Макашкин, Анастасия Никитина, Андрей Зиновьев, Мария Кудряшова, Евгения Петрова, Александр Чернов – телейлисен йышĕнче пулчĕç.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: