Комментари хушас

7 Кăрлач, 2020

Николай Басковран - "айфон"

Чăваш Енре пурăнакан Роман Павлов Раҫҫей ҫăлтăрĕнчен Николай Басковран ҫавнашкал парнене тивĕҫессе ĕненмен те. Ĕҫ-пуҫ вара ак ҫапларах пулса тухнă.

Паллă юрăҫ тата шоумен Ҫĕнĕ ҫул умĕн конкурс ирттернĕ. Унăн условийĕ тăрăх, апат (аш-какай е пулă) суйлакан кушака видео ÿкермелле пулнă.
Ҫĕнĕ Шупашкар каччин Роман Павловăн ĕҫĕ питĕ хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. Грю кушак аҫине видео ÿкерсе вăл Инстаграма вырнаҫтарнă. Николай Баскова ролик питĕ килĕшнĕ, вăл Романа "айфон" туянмалăх 100 пин тенкĕ укҫа ярса панă.
Телейлисен шутне ҫĕршыври тепĕр икĕ ҫын лекнĕ.

Теги: