Комментари хушас

12 Утă, 2014

Саккун тĕллевлĕн усă курма хистет

Ĕмĕр пурăнса ирттернисем урăх çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Анчах пурнăçра нумайăшĕ хăйĕн йăнăшĕнчен пĕтĕмлетÿ тăвать. Çĕр надзорĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ те çакна çирĕплетет.

Пулăхлă çĕр автостоянка валли мар

Шупашкар районĕнчи акционерсен уçă обществи 1 гектар пулăхлă тăпрана сая яни çинчен çырнăччĕ эпир. Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче автостоянка тунă вăл. Çавăнта тăпра строительство материалĕсемпе - хăйăрпа, вĕтĕ чулпа - хутăшса пĕтни тÿрех куçа тăрăнатчĕ. Обществăна Çĕр саккунĕсене пăхăнманшăн РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 2 пайĕпе айăпланăччĕ. Предприяти управленин йышăнăвне хирĕçлемерĕ, 30 пин тенкĕ штрафа вăхăтра тÿлерĕ. Анчах та штраф тÿлени сиене саплаштарассинчен хăтармасть-çке. Çĕре сиен кÿнин шайне специалистсем РФ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çирĕплетнĕ меслетпе шутласа кăлараççĕ - 8 млн тенкĕ! Кунпа, паллах, общество килĕшесшĕн пулмарĕ. Анчах суд йышăнăвне пурнăçламаллах. Пĕлтĕр асăннă суммăна Шупашкар район бюджетне куçарчĕç.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем асăннă ĕç-пуç тĕлĕшпе пăнчă лартрĕç кăна - вĕсен çакнашкал тепĕр лару-тăрăва уçăмлатма тиврĕ.

Комсомольски район администрацийĕ пĕр усламçа 49 çуллăха ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре арендăна панă. Анчах 0,5 гектарпа хăй пĕлнĕ пек усă курма шухăшланă çакскер. Йĕри-тавралла тимĕр карта тытнă, шалта вара автокран, трактор, заправка вырнаçтарнă. Тĕрĕсленĕ самантра унта хуралтă таврашĕ те пулнă - ангар тума пуçланă. 0,11 гектар çинче хăйăр, вĕтĕ чул, кирпĕч, тимĕр пăрăхсем выртнă.

Аренда килĕшĕвĕнче вара стоянка йĕркелесси пирки сăмах пулман. Çак лаптăкри тăпрана кÿнĕ сиен 1 млн тенкĕпе танлашнă.

Шар курать чăваш çĕрĕ магистраль пăрăхĕсем хунă май

Çĕрĕн çиелти сийĕ тĕрлĕ ĕç вăхăтĕнче те сиенленнине палăртаççĕ инспекторсем. Пĕлтĕр, сăмахран, Управление магистраль пăрăхĕсем хунă чухне акма-лартма юрăхлă çĕрсем шар курни пирки Шупашкар çынни пĕлтернĕччĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕр лаптăкра пăрăхсем купаласа хунă-мĕн. 29,3 гектара хуçи юхăнтарса яни тÿрех палăрнă. Çум курăк айне пулнă лаптăк тăрăх йывăр техника çÿренĕ май пулăхлă сий япăхланнă, тăмпа хутăшса пĕтнĕ. Айăплине палăртма административлă тĕпчев пуçарнă.

Чăннипе, газ е нефть пăрăхĕсем хунă е автоçулсем тунă чухне çĕрĕн паха сийне вырăнтан тапратнă тĕслĕх кашни çулах тĕл пулать. Сăмахран, виçĕм çул Шупашкар районĕнче кăна кунашкал 3 тĕслĕхе шута илнĕ. Ун чухне юридици сăпатĕнчи çынсене 65 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. 3 общество пулăхлă тăпрана кÿнĕ сиен - 4,5 миллион тенкĕлĕх! Палăртмалла: иккĕшĕ те хăйсен вăйĕпе çĕре ял хуçалăхĕнче усă курмалла юрăхлатнă.

Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ те. Хăш-пĕр чухне çак ĕçе ирттерсен те хивререх калаçмалли сăлтав тупăнать. Пĕлтĕр Куславкка район администрацийĕнчен килнĕ çыру инспекторсене çула кăларнă. Ахальтен пăшăрханман унта. Нефть пăрăхĕсем хунă пĕр лаптăкри пулăхлă тăпра тĕрлĕ çĕрте купаланса выртнă. Паллă: рекультивацие ячĕшĕн кăна ирттернĕ. Пахалăхсăр ĕçшĕн административлă яваплăх пирки аса илтермесĕр май килмен.

Кăçал та Куславкка районĕнче административлă тĕпчев ирттерме сăлтав тупăннă. Тимĕр пăрăхсене кăларнă май Çĕр саккунĕсене пăсни пирки систернĕ унтан. Чăнах та, пулăхлă сие упраса хăварассишĕн çунман Тутарстанри пĕр общество - кăпăшка çĕре тăмпа хутăштарса янă. Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсен çыннисем демонтаж ĕçĕ йĕркеленĕ. Çакна пурнăçлакан подрядчик ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи ĕç йĕркине пăхăнман. Чи малтанах рекультиваци проекчĕ хатĕрлемеллине те пĕлмен-ши вара вĕсем? Темле пулсан та обществăн çитменлĕхсене пĕтермеллех.

Çакна калас килет: ял хуçалăх ĕçĕнчен писнĕ чăвашсен йышĕ, чăнах та, халĕ пĕчĕк мар. Анчах çĕр пахалăхĕпе тата аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене çывăха илекен те çук мар. Пай çĕрĕсем çинчи тата уйсенчи йĕркесĕрлĕхсене асăрхаса, вĕсене пĕтерме çине тăракансем пур тăк - шанăç çухалман-ха.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.