Комментари хушас

87 çулти Пликар мучи пуçарулăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет-тĕр, хисеплĕ ватта ял-йыш Поликарп Федорович тесех чĕнет. Канаш районĕнчи Çĕньялта мăшăрĕпе Нинăпа кун кунлаканскерĕн алăра ĕç вĕрет.

Пиччĕшĕн савнине кĕтсе илеймен

Чăннипе, Пликар мучи яш чухнех хастарлăхпа палăрнă, пысăк çухатусемпе йывăр пурнăç кăмăлне ĕмĕрхи юман евĕр хытарнă. Пысăк çемьери тăхăр ачаран çиччĕмĕш ывăл вăл. Паянхи кун пĕртăванĕсенчен пĕри те çĕр çинче çук. «Мана аслă пиччене, ачаллах çĕре кĕнĕскере, асăнса ят хунă пулĕ. Анне каласа кăтартнине уçăмлăн астăватăп: пĕр çуллахи кун вăл шăратнă çупа икерчĕ пĕçернĕ. Çăвĕ вара кăшт сивĕнсенех шăнать, тутлăмарланать. 5-ри пичче икерчĕ çинĕ хыççăнах картишри пусăран сивĕ шыв ăсса ĕçнĕ те пырĕ шыçнăран аптăранă. Канашри больницăна илсе кайнă. «Ай, манăн кунта кĕрес килмест», — тенĕ пичче алкумне çитсен. Ăна çăлса хăварайман, укол тусан самантранах чĕри тапма чарăннă...» — сăмах çăмхине сÿтме пикенчĕ тыл ĕçченĕ.
Пликар ялти шкулта кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă. Çĕньяла эвакуациленĕ çемьесене илсе килнĕ, вĕсем ял хĕрринчи карьер çывăхĕнчи вакунсенче пурăннă. Аякран килнĕскерсем чăвашла пĕлмен, ачисем шкулта епле вĕреннинчен халĕ тĕлĕнет Поликарп Федорович. «Нумаях пурăнмарĕç вĕсем пирĕн ялта, пĕр хĕл çеç каçрĕç. Ялти пушă çуртра ашшĕпе ывăлĕ кун кунлатчĕç, пысăк инкек пулчĕ. Ирхине, ашшĕ кăмака хутса ĕçе тухса кайсан, пÿртре пушар тухнă... Йăлтах çунса кĕлленнĕ, чи хăрушши — ывăлĕ вилчĕ», — ачалăхне куç умне кăларнă май калаçрĕ мучи.
Тăватă çултах ашшĕсĕр юлнă Поликарп пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă, çав çултах çăпата хатĕрлеме вĕреннĕ. Атă-пушмак, калуш тавраш пирки ĕмĕтленмелли те пулман. Амăшне шутсăр йывăр килнĕ. «Пурнăç теме те вĕрентет. Вăл вăхăтра пирĕн çемьене çав тери çăмăл килмерĕ, ара, килте хĕрсем кăна-ха та. Хисепĕ пулман. Кăмака хутма вутă çукчĕ, хĕлле пÿртре ялан нÿрĕк тăратчĕ те мачча хăмисем хăпарса каятчĕç. Анчах шăннине астумастăп. Ялтан инçе мар выртакан чукун çула сÿтнĕ хыççăн унта-кунта юлнă шпалăсене пуçтарма кайрĕç. Çакна такам курса милицие евитленĕ. Кĕтмен хăнасем часах киле çитрĕç, шпалăсене туртса илчĕç. Кайран вĕсене бригадир килĕ умĕнче куртăмăр», — тăсрĕ сăмахне хисеплĕ ватă. Поликарпăн пиччĕшĕ Илья, çивĕч ăслăскер, вĕренес туртăмпа хавхаланнă. Шкултан вĕренсе тухсан çăпата сырса ялтан Шупашкара çуран тухса утнă, анчах вĕренме кĕреймен. Каялла таврăнма тивнĕ. Çав çулпах ялалла утнă çамрăк, çăпати çĕтĕлнĕ, хăй вăйран кайнă... Вĕренме пÿрмен Ильяна, вăрçă тухсан ăна тăванĕсем тăшманпа кĕрешме ăсатнă. Аманса госпитальте нумай выртнă вăл, унтан çыру янă: «Пĕр хĕрпе паллашрăм, эсир ан ятлăр. Вăл Катя ятлă, манран ача кĕтет. Кĕçех сирĕн пата яла çитĕ». Ильян çывăх çыннисем çав хĕре кĕтсе илеймен. Яш 1942 çулта Сталинграда хÿтĕленĕ чухне пуç хунă. Вăл вилни пирки калакан хут яла çитсен амăшĕ ÿлесе йĕнĕ. Кайран ывăлĕ унăн куçне курăннă: «Çăпатапа килчĕ пиччÿ, ав, алкумĕнче тăрать», — тенĕ алăк çине тинкерсе. Ильяна Мамай курганĕнче тăванла вил тăпринче пытарнă, унăн ячĕ хăма çинче ĕмĕрлĕх упранать. Поликарп çитĕнерехпе пиччĕшĕн савнине Катьăна тупмашкăн госпитале çыру янă. «Пирĕн ун пек даннăйсем çук», — килнĕ хурав. Пликарăн аппăшĕ Анна та вăрçа хутшăннă, Мускав çывăхĕнчи сывлăш çарĕсенче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Яла таврăннăскерĕн кайран икĕ куçĕ те суккăрланнă.

«Юрату» сăмах пулман

Вăрçă çулĕсенче выçăпа аптăранине астумасть Пликар мучи. Ун хыççăнхи тапхăрта вара апат-çимĕç çителĕксĕррипе нушаланнă, колхоз уйне пĕлтĕрхи çĕрĕк çĕр улми пуçтарма çÿренĕ. Çиччĕмĕш класпа сыв пуллашсан вăл Владимир хулинчи çул-йĕр мастерĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 18-та хĕсмете каймашкăн заявлени çырнă: «Мана çерем уçнă çĕре яма ыйтатăп». Часах повестка килнĕ. Хĕсметрех Поликарп каçхи шкулта аслă классенче пĕлÿ илнĕ. Кирза аттине хывсан Горький хулинчи инженерпа строительство институтĕнче инженер-строитель ĕçне алла илнĕ. Дипломлă пулмашкăн çулталăк юлсан каччă авланнă. «Пĕччен яш-хĕре пирĕн вăхăтра вăйпах мăшăрлантарма хатĕрччĕ. «Юрату» сăмах пулман ун чухне. Пĕрре ялта туй пыратчĕ, эпĕ те унта туссемпе ура хуçса ташларăм. «Эсĕ хăçан авланатăн вара? Ватăлнă вĕт!» — терĕç мана 28 çултискере. Нумай шухăшламарăм, хамăр ялти Нинăна çураçма кайрăмăр», — каласа кăтартрĕ мăшăрĕпе 58 çул пĕрле пурăнакан Поликарп Федоров. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.