Комментари хушас

24 Кăрлач, 2020

Сăмах — ют çĕршыв студенчĕсене

Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Альма матер» уяв иртĕ. Унта Марокко патшалăхĕн, Палестина, Араб, Камерун, Йемен, Сири республикисен студенчĕсем хутшăнĕç. Вĕсем пурте Чăваш Енри аслă тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ заведенийĕсенче ăс пахуççĕ.

Фестивальте афропараппансен «Этноджэм» коллектив, «Сарпике» халăх ансамблĕ, Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулăн «Мерчен» ача-пăча вокал ушкăнĕ, «Беркут» туркмен хореографии ансамблĕ пултарулăхĕпе киленме пулĕ. Ют çĕршыв студенчĕсем хăйсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарĕç. Хăнасен йышĕнче — Германире пурăнакан арабсем, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Ази тата Африка халăхĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Бассам Аль-Балауи тата ыттисем те.

Уяв ыран, кăрлачăн 25-мĕшĕнче, 14 сехетре пуçланĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 547790, 89530172928.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Сulture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: