Комментари хушас

27 Кăрлач, 2020

Хĕсметре — Сирире

Салтак тивĕçне инçетри Сири çĕршывĕнче пурнăçлакан чăвашсенчен пĕри — Дмитрий Башкиров, Шупашкар каччи. Унăн ашшĕ Юрий Петрович Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра ÿснĕ.

Юрий тата Евгений Башкировсем çывăх çыннисем çĕре кĕнĕ пулин те ашшĕ-амăшĕн килне пăрахмаççĕ. Çуллахи вăхăтра — ялтах. Кил вучахне сÿнме паманскерсем выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Вĕсене пăхма çăмăлрах пултăр тесе пахчинче тараса чавтарнă.
Пĕртăвансен ашшĕ Петр Ермолаевич ялта киномеханикра тăрăшатчĕ. «СССР кинематографийĕн отличникĕ» палла тивĕçнĕ вăл. Вăрçăра пулнă. Унăн мăшăрĕ Евдокия Федоровна клуб ертÿçинче вăй хунă. Унăн ятне «ЧАССР юбилей кĕнекине» кĕртнĕ. Евдокия Чугунова-Башкировăн аппăшĕ Фрося паян та тĕрĕс-тĕкел пурăнать. Екроç ятпа пĕлеççĕ ăна Услă тăрăхĕнче. Ваçликасси ялне качча тухнă вăл. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче 100 çула çитнĕ кинеми Хура тинĕс хĕрринче, Краснодар крайĕнче тĕпленнĕ ачисем патĕнче пурăнать. Унăн хĕрĕ Любовь тата кĕрÿшĕ — техника наукисен кандидачĕсем, çĕр улми çĕнĕ сорчĕсене ÿстерессипе тимленĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Валентина Краснодар тăрăхĕнче — сумлă тухтăр.
Петр Башкировăн йăх-несĕлĕнче халăхра чыс çĕнсе илнисем пур. Шăллĕ Лев Ермолаевич Акшикре пурăнать. 96 çула ярса пусрĕ вăл. Тăванĕсен йышĕнче генерал та пур. Руссковсем — ял сăвăçисем. Иван Антипов — юрăç. Виталий Аршинов вара — район шайĕнчи сăвăç.

www.hypar.ru

Анатолий ПУКАШ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.