Комментари хушас

27 Кăрлач, 2020

Аркăллă Равшан

Юлашки çулсенче чăваш хĕрарăмĕсем те, арçынсемпе танах, пысăкрах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе инçе çĕре çÿреме пуçларĕç. Кун пекки эпир ÿснĕ чухне те пулнă-ха. Пирĕн тăрăхра ун пеккисем пирки «тутара ĕçлеме кайнă» тетчĕç. Унтан вара тырă-пулă илсе таврăнатчĕç аслă çултисем. Укçи-тенкине те тыткаламалăх тÿлетчĕç. Маларах çакă кÿршĕллĕ облаçсемпе кăна çыхăннăччĕ-ха. Чулхула, Чĕмпĕр тăрăхне, Тутар Республикине ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачисем те çула тухатчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çак çул вăрăмланчĕ: ытларах чухне Мускав, Питĕр евĕр пысăк хуласене çитме пуçларĕç. Каярахпа çурçĕр тăрăхĕ хутшăнчĕ. Инçет Хĕвел тухăçне парăнтаракан та нумайччĕ чăваш çамрăкĕсен хушшинче. Çемьеллисем, мăшăрĕнчен, пепкисенчен ытла та нумай вăхăт уйрăм пурăнма тивнине кура, унтах каймастчĕç. Хĕр-упраç вара, яш-кĕрĕмпе танах, пулă тытнă çĕре те çÿреме тытăнчĕ. Мĕн пытармалли? Инçе тата ют çĕре тухса каясси — яланах теветкеллĕ. Унта никам та кĕтсе тăмасть, пуçран шăлмасть, хÿтĕлекен те, тăван çĕршĕн хÿхлекен чуна йăпатса ăшă сăмах калакан та çук. Хăвна хăвăнах хÿтĕлеме тивет. Ытти çĕртрен те, паллах, ун пек çĕре хăюллисем çула тапранаççĕ. Вĕсен хушшинче чăрсăррисем те, пуçтаххисем те пур. Çын тени тĕрлĕрен… Тĕрлĕ çын хушшинче вара темĕн те сиксе тухать. Сахал мар пурнăç татăлчĕ инçе çĕрте. Хăшĕ-пĕри унтах выртса юлчĕ — ватăлнă ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене тăван çĕре илсе таврăнма вăйĕ-халĕ тупăнмарĕ.
Вăхăт малаллах шурĕ. Пурнăç хаклансах пычĕ. Ача-пăчана çынпа тан ÿстерес хавха чăваша тата инçерех хăвалама пуçларĕ. Яппун тăрăхĕнчи ĕç-пуç пирки каласа кăтартма пуçларĕç арçынсем — унта та вĕсем строительство енĕпех аппаланнă. Гастарбайтерсен географине чăваш хĕрарăмĕсем анлăлатрĕç — вĕсем Израильте укçана кĕреçепе хыраççĕ иккен. Çак сăмахăн чăнлăхне ĕненес те килчĕ. Ара, эпир пĕлнĕ тăрăх, çуралнă тăрăхран хăй вăхăтĕнче çĕршывăн тĕп хулине куçса кайнисем капла та йĕркеллĕ вырăнсенчех тăрăшатчĕç, çителĕклех ĕçлесе илетчĕç. Чăн та, пĕр вырăнта кăна тар тăкмастчĕç. Çапах вĕсем те ют çĕре çул хывнă авă.
Чăнлăха пĕлес килни телефона алла тытма хистерĕ. Чăнах та пĕтĕм ĕçе пăрахса пирĕн те çичĕ тинĕс леш енне укçа çапма тухса каймалла мар-и? Анчах та ним пĕлмесĕр, тĕлли-паллисĕр çула тухмаççĕ вĕт хĕрарăмсем…

Çемçен каласан…

Паян, тĕнче мобильлĕ çыхăнупа усă курнă чух, çĕр чăмăрĕ çинчи кирек хăш кĕтесри çын патне те çăмăллăнах шăнкăравласа çитме май пур. Чăн та, унта интернет пулсан. Пĕлĕшĕмпе те çаплах çыхăнтăмăр. Республикăри паллă хĕрарăм телей шыраса тăван кĕтесĕпе яланлăхах сыв пуллашса Мускава пурăнма куçнăччĕ. Хваттерне, дачине йăлтах ăнман упăшкине парса хăварчĕ. Тĕп хулара никам та çăкăр-тăварпа кĕтсе тăманнине пĕлсех çула тухрĕ. Малтанхи çулсем питех те йывăррăн иртрĕç тени — ним каламанниех пулĕччĕ. Ÿссе пĕве кĕнĕ хĕрĕ пурнăç йывăрлăхĕсемшĕн амăшнех айăпларĕ — сыпăнтарма пĕлмест. Çынсем пек. Пĕлĕшĕм темиçе çĕрте вăй хучĕ. Мускаври чăваш пĕрлĕхĕсенчен те — унта вĕсем темиçе те — пулăшу ыйтрĕ. Пачах пулăшмарĕç теме те çук. Ĕçе вырнаçтарчĕç. Анчах шалăвĕ 20 пин тенке те çитместчĕ… Укçа-тенкĕ сахаллипех Мускавра мар, облаçре хваттер тара илчĕ. Чукун çул çумĕнчех вырнаçнăскершĕн нумаях ыйтмастчĕç. Анчах та кашни пуйăс иртсе каймассерен хваттер шыв çинчи пек чÿхенетчĕ. Япаласем вакун кустăрмисен шăлтăртатăвĕпе пĕр кĕвĕллĕн калаçатчĕç: тук-тук-тук, тук-тук-тук… Ĕçе çитмешкĕн çул çинче пилĕк сехет иртетчĕ. Каçхине çав çулпах каялла таврăнмаллаччĕ. Пĕртен-пĕр шухăш чунне лăпкатчĕ — ÿсĕр упăшка киле хăçан таврăнса кăшкăрашма пуçласса кĕтсе лармалла мар. Хĕр мăртăхни-и? Тăван тĕпренчĕкпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлтарах. Чăтрĕ пĕлĕшĕм. Çулсем иртнĕçемĕн хĕрне качча пачĕ. Ку кăна та мар, хăй те йĕркеллĕ арçынпа çемье çавăрчĕ. Телей тинех унăн кил-çуртне шыраса тупрĕ. Çавăнпа та пĕлĕшĕм Израиле тухса кайнине, унта ĕçе вырнаçнине илтсен, çемçен каласан, тĕлĕнтĕм.

Телей хыççăн хăваласа

Çак кунсенче пĕлĕшĕм Иордан юхан шывĕнче чăмпăлтатнине сăнлакан ÿкерчĕксем ярса парсан шăнкăравламасăр чăтаймарăм. Хура тар тăкакансен çĕршыв тăрăх çÿреме те вăхăт пур-им?
«Ĕçлеме пăрахрăм, — терĕ вăл. — Хама пăртак шеллес килчĕ. Халĕ туристсен ушкăнĕсемпе пĕрле эскурсисене çÿретĕп, паллă вырăнсене çитетĕп. Çаках, тĕнче курас килнĕ туртăмах, хваттертен, упăшка çумĕнчен хăваласа кăларчĕ те мана». Вулакана та кăсăклă пулĕ тесе лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăм унран.
Иккĕмĕш мăшăрĕпе чăн та ăннă хĕрарăма. Ура çинче çирĕп тăраканскер çемьене укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтернĕ. Çавăнпа икĕ çул каяллах ĕçлеме пачах пăрахнă пĕлĕшĕм. Савăнса кăна пурăнмалла пек, тем çитмест хĕрарăма? Çывăх тусĕ Израиле тухса кайнине, пысăк укçа илнине пĕлсен вăл та çула пуçтарăннă. Мăшăрĕ кăмăлсăрланнă-ха, анчах пĕр шухăш тытнă хĕрарăма кам чарайтăр? Упăшки турист путевки туянма кăна пулăшнă. Итлеместĕн тĕк — ытти укçа-тенке хăв туп. Çапла пулнă арçыннăн татăклă сăмахĕ. Ку та шиклентермен пĕлĕшĕме. Ара, ĕçлеме илсе каяканни — хăй паллакан-пĕлекенскерех. Юмахри пек пурнăç шантарать…

Пурнăç — юмах мар

Çакна пĕрремĕш утăмсенченех ăнланнă хайхискер. Виза илесси — чĕр нуша. Питĕ вăйлă тĕрĕслеççĕ. Кăшт иккĕленÿ пулсассăнах туртасене каялла çавăраççĕ. Ют çĕршывра ĕç тупас кăмăллине кăшт та пулин сиссен — пĕтрĕ! Çакă пулас гастарбайтерсене кăна мар, туристсене те пырса тивет. Нумаях пулмасть акă икĕ ачаллă хĕрарăма çĕршывран кăларман. Лешĕ пепкисемпе пĕрле упăшкине кайса курасшăн пулнă-мĕн: арçын темиçе уйăх ĕнтĕ ют çĕрте вăй хунă…
Пĕлĕшĕме ăннă. Виза илсен аэропорта пĕр шухăшсăр çул тытнă вăл. Малтанлăха, чăн та, çĕршыври паллă вырăнсене курса çÿренĕ. Анчах та упăшки парса янă укçа питĕ хăвăрт катăлса пынă. Пурнăç питĕ хаклă-мĕн унта. Калăпăр, пĕр çăкăр хакĕ, пирĕн укçапа, 180 тенкĕ, пĕр литр сĕтшĕн 200 тенкĕ кăларса хумалла. Пÿлĕмре уйăрса панă краватьшĕн 20 пин тенкĕ тÿлемелле. Инкеке никам та ыйтса илмест. Шăлĕ ыратма пуçланă. Ăна тымарĕпе кăларнăшăн больницăра 17 пин тенкĕ хăварнă. Малтанласа ылтăн ту шантарнă хĕрарăм вара ĕç тупса пама васкаман. Тепĕр тесессĕн, ĕçне тупсассăн та савăнмаллиех çук иккен.
Ĕçлеме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр. Май çук тесессĕн тĕрĕсрех те. Çапах та телейлисен йышне лексессĕн те саккун кунне 4 сехет вăй хума кăна ирĕк парать. Официаллă майпа ирĕк илмесĕр вара ĕçлеме юрамасть. Израильте чăваш хĕрарăмĕ нумаййине палăртрĕ пĕлĕшĕм. Вĕсенчен пысăк пайĕ шăпах хăйсен тĕллĕн ĕçлет. Ирĕк илмесĕр. Апла, саккуна пăсать. Йĕркене вара ку çĕршывра питех те уяççĕ. Тĕрĕслев питĕ çирĕп. Хăть те хăш самантра йĕркелĕх хуралçисен аллине çакланма пулать. Вара-и? Вара — тĕрме. Нумаях пулмасть икĕ чăваш хĕрарăмĕ çакланнине каласа кăтартрĕ. Телее, тĕрмере нумаях тытман, 10 кунран ирĕке тухнă хайхисем. Анчах вĕсене çĕршывран та кăларса янă. Хăйсем çав вăхăтра пухнă пурлăха илме ирĕк паман. Чăматанĕсем çаплипех ларса юлнă. «Ĕçе кайнă чухне те, каялла таврăннă чухне те кĕлĕ тăватпăр», — пĕлтерчĕ хăйсене йĕркелĕх хуралçисенчен упраса тăракан вăрттăнлăх пирки пĕлĕшĕм.
Гастарбайтерсене йĕркеллĕ тÿлеменни — тĕнчипех вăй илнĕ йĕрке. Малтан калаçса татăлнă укçа-тенке нихăçан та тĕппипех памаççĕ. Ултав — кашни утăмрах. Çапах та алла тытмалăх ĕçлесе илеççĕ хĕрарăмсем. Раççей чиперукĕсем чи йывăр, чи таса мар вырăнсенче вăй хураççĕ. Пĕлĕшĕм больницăра тăрăшнă. Инсульт пулнипе шар курнисем, урасăр сусăрсем… выртакан çĕре çакланнă вăл. Ĕç ирхи 6 сехетре пуçланать те каçхи 8-ччен тăсăлать. Апат вăхăчĕ, каннă самантра чей ĕçесси çинчен манма хушнă. Канма килмен вĕт, ĕçлесе укçа тума. Апла — ĕçлĕр. Тасатăр, çăвăр, пĕçерĕр… Сывлăш çавăрса илмешкĕн самантлăха пуçа айккинелле пăрсассăнах илтĕнсе кайнă: мадам! «Кунĕпе çак сăмах янăрать. Мадам! Мадам! Мадам!.. Хыççăн сыхласах çÿреççĕ. Пĕр чарăнми ĕçлемелле, ĕçлемелле... Ирхи пилĕк сехетренпе ура çинче. Тамăка çакланнăнах туяттăм хама».
Çакăн пек вырăнта ĕçленĕшĕн кунне 6 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Хăшĕсем пĕр канмасăр пилĕк авса уйăхра 200 пине те çитереççĕ. Укçа-тенке тÿрех кунта юлнисене яра-яра параççĕ. Кредит тÿлеме… Израильте ĕçлекен чăваш хĕрарăмĕсемшĕн çак сăмах паролех çаврăннă. «Кредит пур-и санăн? Çук-и? Телейлĕ эсĕ. Апла пулсан кунта килес шухăша пуçăнтан кăларса пăрах. Кунта кредитлисем кăна килеççĕ. Эпĕ икĕ уйăх ытла чăтрăм. Мана кура çывăх тепĕр тусăм та килсе пăхрĕ. Эпĕ, ял хĕрачи, мĕн пĕчĕкрен йывăр ĕçпе пиçĕхнĕ. Пур пĕр çăмăл мар. Мана кура ăна та пултарассăн туйăннă ахăр. Чăтаймарĕ. Усал сăмах лачлаттарса хучĕ те чăматанне пуçтарчĕ. Кунти лару- тăрăва пĕлнĕ тĕк эпĕ килтен те тухмастăм».
Çак укçа пирĕншĕн сахалах мар. Чăваш хĕрарăмĕ вара чăтма хăнăхнă. Анчах та çакăн пек йывăрлăха чăтса сывлăха пĕтерме кирлех-ши? «Тĕлĕнмелле йывăр лару-тăрура ĕçленине кура каçхине алă-ура сурма пуçлать, сыпăсем туртса ыратаççĕ. Пĕтĕм кĕлетке ыратнине пула çĕрĕпе çывăрма май çук. Ирпе вара каллех ĕçе пуçăнмалла. Санăн ыратни никама та кăсăклантармасть. Мĕн тумалла? Хĕрарăмсем кашни каçах ыратнине ирттерекен эмелпе укол тăваççĕ хăйсене. Çакă каярахпа тепĕр вырăнтан шăтарса тухасси никамăн асне те килмест. Укçа чирĕпе чирленĕскерсем урăх нимĕн пирки те шухăшлама пĕлмеççĕ. Каçсерен кăшкăрса макăраççĕ, вĕчĕрхенеççĕ, укол тăваççĕ те лăпланса çывăрса каяççĕ. Ыран çĕнĕ кун пуçланать… Укçа ĕçлесе илме май паракан кун… Хăшĕ-пĕри пурнăçне йăлт майлаштарса çитернĕ пек: хăйне, ачисем валли те хваттерсем янтăланă, машина, дача. Анчах çук, чарăнаймасть. Пĕр хĕрарăмăн Раççейре юлнă упăшки вилсе кайнине пĕлтерчĕç. Мăшăрне юлашки çула ăсатма та каймарĕ…» Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.