Комментари хушас

28 Кăрлач, 2020

Волонтер Италие çул тытнă

Шупашкарти Екатерина Горбунова Пĕтĕм тĕнчери волонтер проектне хутшăнма Италие çул тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки унта пуш уйăхĕччен пурăнĕ.

Екатерина Бергамо хулинчи Санта Люсия шкулĕнче акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕн ассистенчĕ пулса ĕçлĕ. Çамрăк кунашкал проектсене унччен те хутшăннă. Аслă шкулти студентсен клубĕн ертÿçи 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче АПШри Мичиган штатĕнче пурăннă. Вăл Сагинау-Вэлли патшалăх университетĕнче ятарлă программăпа пĕлÿ илнĕ.

Ирина КОШКИНА. vk.com сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: