«Шанчăк сăпки» клубра пĕчĕкскерсен тавра курăмне аталантараççĕ
Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «Шанчăк сăпки» /Колыбель надежды/ клуб ĕçлет. Унта 1,5-3 çулти тĕпренчĕксене амăшĕсемпе пĕрле йышăнаççĕ.
Центр специалисчĕсем пĕчĕкскерсене пластилинпа, çилĕмпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ, ÿкерме вĕрентеççĕ. Çакнашкалах ачасене юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллаштараççĕ. Çакă, чи малтанах, пепкен тавра курăмне аталантарать.
«Шанчăк сăпки» клуб йĕркелÿçисем ачасене амăшĕсемпе пĕрле тунти кун тата юн кун кĕтеççĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.