Комментари хушас

31 Кăрлач, 2020

Чăваш Ен урлă — çĕнĕ трасса

Пысăк хăвăртлăхлă çĕнĕ çул Чăваш Енри 6 район витĕр иртĕ. Ку вăл Мускав-Чулхула-Хусан трасса. Унăн вăрăмăшĕ пирĕн республикăра 94 километр пулĕ. Çакна Чăван Ен Транспорт министерстви пĕлтернĕ. Ку çул пĕтĕм тĕнчери транспорт кăритурне кĕмелле /Çурçĕр Европăран пуçласа Хĕвел Анăç Китай таран/, Европăн тата Азин экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетмелле.

Мускав-Чулхула-Хусан пысăк хăвăртлăхлă автоçула мĕнлерех йĕркелес ыйтăва кăрлачăн 29-мĕшĕнче сӳтсе явнă. Чăваш Ен транспорт министрĕ Александр Николаев палăртнă тăрăх, Европăпа Хĕвел Анăç Китай кăритурне кĕрекен М-12 трасса пирĕн экономикăна аталанма, автомобилистсене кирлĕ çĕре хăрушлăхсăр çитме пулăшĕ.

Çул тăвас ĕçе 2022 çулта пуçлама, 2027 çулта вĕçлеме палăртнă. 2020-2021 çулсенче трассăна проектлĕç.
Пĕтĕмĕшле М-12 автоçул тăршшĕ 729 километрпа танлашĕ. Вăл 4 полосаллă пулĕ.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.