Комментари хушас

12 Нарăс, 2020

Пушкăртстанри «Илем» — 25 çулта

Пушкăртстанри Пелепей хулинче йĕркеленнĕ «Илем» ансамбль çак кунсенче 25 çул тултарать. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче асăннă ушкăн аталанса ура çине тăма пултарни савăнтарать. Унăн репертуарĕнче ытларах вырăнти чăвашсен юрри-кĕвви.

Илемлĕх ертÿçинче чылай вăхăт Владимир Гордеев тăрăшнă пулсан халĕ çак ĕçе Владимир Каранкин пурнăçлать. Халăх ансамблĕн ертÿçи вара — Нина Никитина. Çакна та асăнма кăмăллă: «Илем» темиçе хутчен те Чăваш Енре иртнĕ фестиваль-конкурссене, уявсене хутшăнма тивĕçнĕ, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Хăйĕн 25 çулхи юбилейне çак ушкăн Пелепейри «Урал-Батыр» халăх пултарулăхĕн центрĕнче февралĕн 20-мĕшĕнче ирттерет.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: