Комментари хушас

25 Нарăс, 2020

Деклараци пирки манман-и?

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 2020 çулхи деклараци кампанийĕ пуçланнă: граждансен ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен 2019 çулхи тупăшсем пирки налук органĕсене пĕлтермелле.

Деклараци кампанийĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма паян РФ Налук службин Шупашкар хулинчи инспекцийĕн специалисчĕсем республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçсенчĕсемпе тĕл пулчĕç. 3-НДФЛ декларацине камсен тăратмалла-ха? Инспекци пуçлăхĕ Станислав Федоров пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ çул палăртнă вăхăтран сахалрах харпăрлăхра шутланнă çурт, хваттер, куçман ытти пурлăх, виçĕ çултан сахалрах харпăрлăхра пулнă автотранспорт сутнисен, лотерея вылявĕсене çĕнсе илнисен, ют çынсенчен парнене тивĕçнисен, ыттисен 2019 çулхи тупăш декларацине хатĕрлемелле. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак ĕç-хĕле пурнăçламаннисене штрафлаççĕ. Унăн виçи пĕчĕкех мар: 1000 тенкĕрен кая пулас çук.

Сăмах май, налука каялла тавăрмалли декларацисене /стандартлă, социаллă, инвестици, пурлăх/ çулталăк тăршшĕпех йышăнаççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.