Комментари хушас

28 Нарăс, 2020

Виталий СТАНЬЯЛ: Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă?

«Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир: Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр. Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир? Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă, Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă?» Çакăн пек йĕркесем пур Виталий Станьялăн «Камсем эпир» сăввинче. Халăх пирки пĕтĕмĕшле калас тăк, хăй вăхăтĕнче несĕлĕмĕрсем питĕ хăюллă, паттăр пулнă теççĕ. Тен, монгол-тутарсем килсе тустарса кайсан чи паттăррисене вакласа тăкнă, айванккисем кăна юлнă?.. Кун пирки филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, аслă шкул вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Станьял паянхи кун мĕн шухăшлать-ши?..

ПИРĔН СПРАВКА

Виталий Станьял (Никитин) 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Станьялта колхозниксен çемйинче çуралнă. Анат Кĕнер шкулĕнчен (1957), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен (1962), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринчен (1972) вĕренсе тухнă. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, аслă шкул вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Студент çулĕсенче республикăри «Çамрăк коммунист» хаçатра куçаруçăра тата литература сотрудникĕнче, Вăрнар районĕнчи Нурăсри интернат шкулта воспитательте, Комсомольски районĕнчи Урмаел шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине, институт хыççăн Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелте чăваш, вырăс чĕлхисене вĕрентнĕ, «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсен пĕрлештернĕ редакцийĕнче, ытти çĕрте тăрăшнă. 1968 çултанпа — РФ Журналистсен союзĕн членĕ.
— Халăх мĕскĕн мар. Халăхра пурте пур: ăсли, паттăрри, хăюлли, ухмаххи... Пĕтĕм тĕнчере çапла. Халăхсенчен нихăшĕ те иккĕмĕш сортлă мар. Аякран пăхсан кăна темле курăнать: эпир пĕлмен, ăнланман, ют культурăпа пурăнакансем... Вĕсем те юратаççĕ, ĕрчеççĕ, ытти халăхпа танах пурăнма пултараççĕ. Тен, цивилизацие урăх çулпа кĕреççĕ кăна. Яраплансем, карас телефонĕсем çук инçетри Çурçĕрте. Унти халăхсем унсăрăн та пурăнаяççĕ. Тĕрĕссипе, этеме виçерен ытла нимĕн те кирлĕ мар: апат-çимĕç те, тумтир те. Пурте виçеллĕ кирлĕ, халĕ вара информаци çав тери нумай. Ытлашши нумай информаци пуçа шĕветет, роботланас хăрушлăх пур. Робот пĕрех çын вырăнне йышăнма пултараймасть. Халăх, пĕтĕмĕшле илсен, нихăçан та айван, мĕскĕн пулман, ун пеккисем пĕтнĕ, пин-пин халăх, пин-пин чĕлхе çĕр çинчен çухалнă. Атăлçи Пăлхар хыççăн пире каснă теме çук. Унччен те каснă, Атăл çине эпир телей шыраса савăнăçран килмен. Анчах пĕрех юлнă. Монголсем пирĕн таса вырăнсене пĕтермен, Киреметсене тивмен. Вырăс православийĕ мĕн хăтланнă? Хуравне Николай Никольскин ĕçĕсенче шырамалла.
Мĕтри Юман çырса хăварнă тăрăх, пирĕн çар тăшмана хирĕç тухнă чухне ватти- вĕттине чăтлăх вăрмансене килсе янă.
— Монголсем лашапа çÿренĕ, вăрман тăрăх ут утланса чупма май килмен. Çапла майпа халăхăн пĕр пайĕ упранса юлнă. Вырăс колонизаторĕсем те хĕрхенсе тăман. Мăчавăрсене чĕррĕнех шырлана пăрахнă, ăслă çынсене пĕр шелсĕр пĕтернĕ. Халь темĕн те калама пулать. Никам та — уйрăм çын та, халăх та — хăй ирĕкĕпе çын мăшкăлне кайман, каймасть те. Ăна вăйпа кăна пăхăнтарнă.
Тен, çăлăнăç шырас тесе çапла тунă? Тарса пытаннă, куçса çÿренĕ…
— Паллах, хăрушлăх умĕнче çерçи те, кушак та, этем те мĕнле хăтăлмалли çинчен шухăшлать. Чăваш халăхĕ пин-пин çул çав мелсене тупма пултарнă. Кавказ хутлăхĕ, Тибечĕ, Памирĕ, Китай стени… Миçе ĕмĕр, миçе пин çул тĕнче тăрăх куçса çÿренĕ, кашнинчех хÿтĕленмелли майсем тупнă. Халĕ те пирĕн лару-тăру ытла йăлтăр-ялтăрах мар, пĕрех тупатпăр мелне. Çухатусем пулаççĕ. Чĕлхене тата нумай япалана çухататпăр, анчах чăтăмлă пайĕ çав-çавах упранса юлать. Эпĕ нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп: пирĕн чĕлхе те, халăх та упранса юлатех: юнра, ăшра, пуçри компьютерта çырăнса юлнă вăл. Кирлĕ пулсан пăшалпа хирĕç тухнă, пирĕн хамăрăн çар пулнă. Чăвашсем карап маçтăрĕсем пулни çинчен Турцире илтрĕм.
Кăçал хамăрăн çирĕплĕхе тĕрĕслекен тепĕр самант — халăх çыравĕ — кĕтет пире. Вăл мĕн кăтартĕ? Чăваш хăй чăваш пулнине йышăнĕ-ши?
— Чăвашсем йышăнĕç, чăваш маррисем пире кирлĕ те мар. Шанчăклă, тĕреклĕ тăракан, ĕненекен чăвашсем кăна кирлĕ. Сутăнчăксемпе ĕç тăваймастăн. Кăçалхи çырав та хăй йĕркипех пырĕ: йыш сахалланĕ. Çĕршывра чăвашсем кăна мар, вырăссем те чакаççĕ. Иртнĕ суйлав хыççăн Самар облаçĕнче мĕнле ÿкерчĕк пулнине пĕлтĕм. Унта çырава «тÿрлетме» хăтланнă. Вырăс облаçĕнче еврей, тутар, нимĕç, чăваш… пур, анчах вырăс — çукпа пĕрех. «Вырăс» тесе çыртаракансем те, «кĕпине хывса пăхсан», вырăс мар, вырăсланнă ытти халăх çыннисем.
Раççейри сахал йышлă халăхсен чĕлхисене вăхăтăн-вăхăтăн хĕстерме хăтланнă. Сирĕн шухăша пĕлес килет…
— Истори тапхăрăн-тапхăрăн аталанать. Тепĕр 50 çултан пирĕн чĕлхе пĕтет теççĕ. Пурнăç улшăнать, пуçлăхсене итлеме вĕреннĕ, çиле май пыракан халăхăн пайĕ юхса, вĕçсе каясси паллă. Татăк-хăрăк çулçă пекех. Шăнăрлисем, шанчăклисем, çăра юнлисем юлĕç. Çапах чăваш çĕр питĕнчен çухалмасса шанатăп, вăл пĕтсен тĕнче пĕтĕ. Кун пирки пирĕн несĕлсем тахçанах каланă. Ял хăйĕн пурнăçĕпе, йăлипе, хăвачĕпе пурăнать. Ăна «таптама» пуçланă, анчах вăл пĕрех пĕтмест, мĕншĕн тесен халăх пуçлăх хушăвĕпе кăна пурăнмасть. Ĕçлекен, нушапа ача-пăча çитĕнтерекен, выльăх-чĕрлĕх самăртакан, тыр- пул туса илекен халăх хăй еккипех пурăнать. Ĕç вырăнне пĕтерсен те тарçа кайса хăй çимесĕр, çывăрмасăр ĕçлет, çемйине çапах тытса тăрать. Ельцин пăтăрмахĕ хыççăн мĕн чухлĕ çамрăк пĕтрĕ. Кайса пăхăр масарсем çине. Эпĕ нумайăшĕнче пулнă: Шупашкарăннинче те, ялсенче те çамрăксем шăкăрин выртаççĕ. Ырлăхран-и? Нушаран. Юлашки вăхăтра кăна алă хума пăрахрĕç.
Шанчăк çукки, малашлăхра ырри пуласса ĕненменни çынна пĕтерет. Шанчăк пулсан халăх тапаçланать, вăл пĕтсен хăй хальлĕн çухалма пуçлать. Çапла мар-и?
— Питĕ тĕрĕс. Гитлера мĕншĕн çĕнтертĕмĕр? Вăрçă историйĕпе кăштах кăсăкланакан çын пĕлет — 1941-1942 çулсенче лайăх, вĕреннĕ çарсем пĕтнĕ пирĕн. Темиçе çар, дивизи тÿрех тыткăна лекнĕ. Çапах çĕнтернĕ. Юлашки вăя пуçтарса 12-13 çулсенчи ачасем ФЗУна кайса станок умне тăнă. Хамăн тăван ялта халĕ те пур ун пеккисем. Çĕнтерессе шаннă. Ун пек чухне халăх çĕкленет, пĕр пулать, вăй тупать. Андрей Петтоки çыравçă пеккисем тыткăнра та нимĕçе улталама пултарнă. Вăл, аслă лейтенант, рота командирĕ, тыткăна çаклансан Беларуç партизанĕсене хирĕç вăрçма килĕшетĕп тесе тăшмана улталанă. Лешсем мĕнле кайнă — пĕтĕм рота, шăв-шавсăр-мĕнсĕр партизансен енне куçнă. Паттăрлăх, хăюлăх, ăс кирлĕ пулнă фашист аллинчен çапла хăтăлма.
Пултаруллисем пирĕн нумаййăн, анчах ытларах чухне эпир вĕсене кăтартма пĕлместпĕр мар-и?
— Историри паттăр çынсене манмалла мар. Пирĕн вĕсем ытти халăхăннинчен пĕрре те сахал мар. Авă, Сталин Югослави посолĕ умĕнче чăвашсене «чи шанчăклă, тупа сăмахне пăсман халăх» тесе мухтанă. Çав сăмахсем Югослави посолĕн кĕнекинче пур. Ленин та хăйĕн хуралне чăваш салтакĕсене илнĕ. Унăн тымарĕсем чăвашран пулнине Грузире пĕлтĕм. Хамăрăн историксем, шел те, çакна тĕпченине илтмен. Ăс-хакăл ертÿçисем пулман тетĕр-и? Пулнă. Никольскисем, Ашма-ринсем ăнсăртран çуралнă улăпсем мар. Çавăн пек юрлакан-ташлакан халăх хăйĕн акынĕсĕр пулма пултарайман.
«Çухалнă кĕнекемĕр халь те çук. Таçта çĕтсе çÿрет хуçасăр-килсĕр…» — çырнă эсир пĕр сăвăра.
— Чăваш кĕнекине çунтарса янă та ним те юлман, асра юлнисене чăнласа йышăнман. Мĕтри Юман Самар чăвашĕсен хаçатĕнче чăваш эпосне пуçтарасси пирки чылай çырнă. Совет влаçĕ пухма чарнă. Ун чухне тупма май пулнă-ха. Студентсемпе экспедицисене çÿренĕ чухне ватăсем фольклора — халăх сăмахлăхне — пĕлетчĕç. Шел, истори халапĕсене пуçтарма мехел çитереймерĕмĕр.
Виталий Петрович, ял шăпи патне таврăнар. Çамрăксем хуласене тухса каяççĕ, вăл пушанать…
— Пурнăç улшăннăçемĕн ял сăнĕ те, йĕрки те урăхланать. Ют çĕршывсенче — эпĕ Англире, Болгарире, Югославире, Румынире пулнă — ялсем пач урăхла. Англи çемйинче тахçанах хăйсен тракторĕ, ашакĕ, ĕнисем пур, кĕтÿçĕ — çук. Ĕнисем килеççĕ, палăртнă вырăна тăраççĕ, вĕсене машинăпа сăваççĕ. Хуçи бидонсене алăк патне тухса лартать. Трактор килсе тиесе каять, укçине куçарса парать. Хуçа ака-суха вăхăтĕнче студентсене ĕçе илет. Çакă пирĕн пата та çитет. Ялта ĕç çук тăк кам пурăнтăр тата мĕнле пурăнтăр? Вĕсем маттур пулманнишĕн мар, ĕç çуккипе ялтан каяççĕ. Ватăсен, паллах, хăйсен кил вучахне сÿнтерес килмест. Сÿнтермелле мар. Кирек ăçта — хăть Вашингтонра, Майамире, Питĕрте никĕс ярсан та — тăван вучаха манмалла мар. Унта тунă укçапа яла пулăшмалла. Авă, адмиралсем, генералсем тăван килне таврăнаççĕ, лайăх палăксем лартаççĕ, шкулсене пулăшаççĕ. Пур çĕрте те çавăн пек пулмалла.
Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли учебниксем пирки мĕн калăттăр? Учебниксем хатĕрлес енĕпе хăвăр та нумай ĕçленĕ те...
— Паянхи кĕнекесем хула ачисем валли мар. Пĕрремĕш кĕнеке — Герольд Лукояновăн «Савăнăç кĕнеки» — ăнăçлăрахчĕ. Ăна хаçатра та мухтаса çырнăччĕ. Кайран тиркерĕç. Чăваш чĕлхин сехечĕсене кĕскетрĕç. Манăн шухăшпа, ку енĕпе «Хавал» чĕлхе шкулĕ мелсем шырать, анчах вăл — уйрăм çыннăн. Мана учебник тума сĕннĕ пулсан ăна пачах урăхла хатĕрлĕттĕм — çăмăлрах, уçăмлăрах, кирлĕрех. Чĕлхе, вĕрентÿ кĕнекисем пирки нумай калаçма пулать, анчах çÿлтен штурвалне пăрмасан улшăну кураймăпăр. Çапах калас килет: хаçат-кĕнеке нихăçан та пĕтмĕ, витĕмĕ кăна улшăнĕ.

ПĔЛМЕ
Виталий Станьялăн ашшĕпе амăшĕ колхозниксем пулнă. Ашшĕ аслă конюхра ĕçленĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Никитинсем çĕнĕ çурт лартма пуçланă. Кил хуçи ăна туса çитереймен, вăрçа тухса кайнă. Вăл, унăн пиччĕшĕсен ывăлĕсем тата хреснашшĕ фронтра пуç хунă.
Виталий Петрович 1969 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă, литература кафедрине ертсе пынă. Студентсен «Çилçунат» пĕрлешĕвне йĕркелесе вун-вун çамрăка литература çулĕ çине тăма пулăшнă.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче 1993-2010 çулсенче вăй хунă. Ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ, литературоведенипе фольклористика пайĕн заведующийĕ пулнă. Чылай вăхăт «Ялав», «Тăван Атăл» журналсен редколлеги пайташĕ, Наци вулавăшĕн, Вĕрентÿ институчĕн ăслăлăх канашĕн членĕ пулнă.
Общество ĕçĕнче те палăрнă: 1991-2008 çулсенче Чăваш Ен Тавра пĕлÿçисен союзĕн председателĕ пулнă, Чăваш наци конгресне йĕркелес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. ЧНКн Мăн Канашне, Чăваш халăх академине ертсе пынă.
Уйрăмах паллă произведенийĕсем: «Чувашский рассказ», «Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев», «Петр Кудряшов: основатель мемориального музея чувашского поэта К.В.Иванова», «Слакпуç — сăвă-юрă сăпки», «1941-1945 çулсенчи чăваш литератури», «Кăрăнкă кун-çул», «Сторона моя, Че-боксарская», «Ăраскал тĕпренчĕкĕ», «Мир чувашской культуры», «Живем судьбой и памятью народа», «Юрату йĕтесси», «Ĕмĕр иртет те, кун юлать» тата ыттисем.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.