Комментари хушас

28 Нарăс, 2020

Ачасем вăрçă постановки хатĕрлĕç

Президент гранчĕсен фончĕ конкурс пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулти «Берет» çарпа патриотлăх кулубĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Конкурса 9308 ĕç тăратнă. Вĕсенчен 2017-шĕ мала тухнă. Шупашкар ачисем хатĕрленĕ «Чăваш Ен астăвать…» проектпа килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене аса илсе ачасемпе çул çитменнисем валли мероприятисем йĕркелĕç. Унсăр пуçне фронта тухса кайнă ентешсем пирки постановка хатĕрлеме палăртнă. Проект мероприятийĕсенче 5 пин ытла çын хутшăнĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.