Комментари хушас

13 Пуш, 2020

Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков та мероприятисене хутшăнчĕ.

Олег Алексеевич Турханта Алексей Кокель художникăн 140 çулхине халалланă савăнăçлă уява хутшăннине маларах пĕлтертĕмĕр-ха. Вăл Шăнкăртам ялĕнчи аш-какай тата сĕт тирпейлекен предприятисене çитсе курчĕ. Кайран район администрацийĕн çуртĕнче "Ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли тĕллевсем тата вĕсене пурнăçламалли çул-йĕр" темăпа канашлу ирттерчĕ. Тĕп доклада ЧР Министрсен Кабинечĕн Преседателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов турĕ. 

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.