Комментари хушас

19 Утă, 2014

Атăл леш енчи çул çÿрев

Юн кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин Атăл леш енчи территорийĕнче пулнă, Октябрьски, Сосновка, Первомайски тата Çурçĕр поселокĕсенчи лару-тăрупа паллашнă, унта пурăнакансемпе курнăçнă.

Лавккасене кĕнĕ май Михаил Игнатьев унта хамăр патра туса кăларнă продукци пуррипе кăсăкланнă. «Пĕр лавкка та паянхи требованисене тивĕçтермест, çул хĕрринчи кафесен сетьне аталантарман. Хамăрăн ял хуçалăх продукцийĕн тÿпи пĕчĕк, вăл 50% кая мар пулмалла», - хакланă вăл курнине.

Сосновкăра ачасен тĕп площадкипе паллашнă. Кунта - çĕнĕ тренажерсем, вылямалли конструкцисем. 9-мĕш пушар чаçĕнче наряд вут-çулăмпа кĕрешме хатĕррине тĕрĕсленĕ. 2010 çулта çуннă вăрмансен лаптăкĕнче çĕнĕ хунавсем мĕнлерех çитĕннине хакланă. «Çуннă лаптăксен 80% тасатнă, 2015 çулта ку ĕçе вĕçлемелле. Виçĕ çул каялла лартнă хунавсем япăх мар çитĕнеççĕ, анчах çанталăк типĕ тăнине кура кăçал лартнисемшĕн хăрушлăх пур - хушма укçа уйăрмалла», - тенĕ Михаил Васильевич.

Çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Атăл леш енчи территорисене аталантарма çуллен укçа уйăрнине палăртнă. Тĕп тĕллев - предпринимательлĕхе аталантарасси, кунти çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă усă курасси, çынсен пурнăç шайне çĕклесси.

 

К.НИКИТИН

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.