Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев — фристайл енĕпе Раççей чемпионĕсем!

Миасри /Челябинск облаçĕ/ "Солнечная долина" сăрт-ту трассинче фристайл енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Спортсменсем слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинăсенче тупăшнă.

Хĕрсен ăмăртăвĕнче икĕ дисциплинăра та Чăваш Ен спортсменки Лана Прусакова /2018 çулхи Хĕллехи Олимп вăййисене хутшăннăскер/ çĕнтерни савăнтарать. Икĕ дисциплинăра та ăна çитекен пулман. Çапла Çĕнĕ Шупашкарăн 19 çулти хĕрĕ 6-мĕш хутчен Раççей чемпионки пулса тăнă.
Биг-эйр дисциплинăра пирĕн тепĕр спортсмен та, Дмитрий Мулендеев, Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ.

Аса илтерер, пĕр уйăх каялла спортсменсем фристайл енĕпе иртнĕ Европа Кубокĕнчен таврăннăччĕ. Польшăри Котельница сăрт-ту курортĕнче иртнĕ континент ăмăртăвĕсенче иккĕшĕ те биг-эйр дисциплинăра чи лайăх кăтартупа савăнтарнăччĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: