Комментари хушас

23 Пуш, 2020

Олег Николаев Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтрах вăрçă ачисен статусне палăртасшăн пулнă

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлăвăн кун йĕркинче пăхман темăпа та калаçу пулчĕ. Олег Алексеевич хăйĕнчен «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетме ыйтакан нумаййи çинчен каласа ку ыйтăва татса памалли пирки сăмах пуçарчĕ. Ун шучĕпе, вăрçă ачисен хăйсен шухăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем вара чи малтан хăйсене шăпах хайхи статуса пама ыйтаççĕ.

Олег Алексеевич иккĕленмест: халь бюджета çирĕплетнĕ, çавна май хальлĕхе вăрçă ачисен социаллă хÿтлĕхне пырса тивекен, укçапа çыхăнман мерăсене палăртма пулать. Тĕрĕссипе, паянхи лару-тăру çапларах — укçапа çыхăнман мерăсем финанс мерисенчен те пĕлтерĕшлĕрех пулса тăма пултараççĕ. Хайхи статуса укçапа çыхăннă мерăсемпе «пуянлатмалли» мерăсем патне вара каярахпа таврăнма май пулĕ.

Çак категорие Раççейĕн 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă гражданĕсене кĕртесшĕн.

Республика ертÿçи çак саккуна йышăнассипе çыхăннă ĕçе хăйсен пуçарăвĕ пек кăтартас кăмăллисем пайтах пуласса та чухлать, кунашкаллине ырлама çук. Çийĕнчен шăпах Олег Алексеевич Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтра вăрçă ачисен статусне палăртса вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли пуçару тунине аса илтерни те вырăнлă.

Çак шухăша Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова та ырларĕ, ку темăпа депутатсемпе калаçнине палăртнă май тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрлеме пуçланине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.