Комментари хушас

23 Пуш, 2020

Пĕр талăкра икĕ автомобиль çуннă

Ĕнер 18 сехетре Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче пĕр гаражра çулăм тухнă. Çав вăхăтра кил хуçи унтах автомобиль юсанă. «Renault-Trafic» микроавтобус çунма тытăнсан вăл ăна çийĕнчех тĕксе тухнă.

Гаража çăлса хăварнă, автомобиль вара йăлтах çунса пĕтнĕ. Инкек сăлтавĕ транспорт юсавсăрлăхĕ пулĕ теççĕ.
Çавăн пекех Шупашкарта та «Audi 100» çăмăл машина çуннă. Çулăм мĕншĕн тухнин сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче 225 пушар тухнă. Пĕтĕмĕшле 8 миллиона яхăн тăкак тӳстернĕ. Çулăма пула 12 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 17-шĕ суранланнă, 34-шне çăлнă.

www.hypar.ru 

 

Рубрика: