Комментари хушас

27 Mar, 2020

Кăкăр ачине йăтса аманнă упăшки патне кайма тухнă

«Аттене курма, унăн хÿтлĕхне туйса ÿсме телей пÿрмен мана: вăл 1942 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрçа кайнă, тепĕр вунă кунран эпĕ çуралнă. «Пĕчĕк хĕре питĕ курас килет», — çырнă атте анне патне янă çырусенче. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçланайман: çывăх çыннăм çав çулхи çурла уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă», — каласа кăтартать Куславкка районĕнче çуралнă, халĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямашра пурăнакан Маргарита Гаврилова.

«Юлташсен куçĕнчен мĕнле пăхас?»

Унăн ашшĕ Василий Герасимов Куславкка районĕнчи Йĕршер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Тĕрлемесри училищĕре пĕлĕвне тарăнлатнă, Куславккари патшалăх банкĕнче тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Хĕрĕ Маргарита Васильевна каланă тăрăх, унăн ашшĕ Чулхулари институтра куçăн мар майпа аслă пĕлÿ те илнĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен, вăрçа кайнă. Василий Осиповичăн тĕп бухгалтерта ĕçленĕ май бронь пулнă. Анчах вăл хăйне тăшманпа çапăçма илсе кайччăр тесе çар комиссариатне темиçе хутчен те çитнĕ. «Вăрçăран таврăнакан юлташсен куçĕнчен мĕнле пăхас манăн?» — тенĕ вăл. Хăйĕн вырăнне тĕп бухгалтерта ĕçлеме пултаракан çын тупсан тин вăрçа кайма ирĕк панă Герасимова. Ун чухне вăл 28 çулта пулнă.
Çапла, Василий Осипович кĕçех ача çуратма хатĕрленекен мăшăрĕпе тата 2 çулти ывăлĕпе, амăшĕпе, тăванĕсемпе сыв пуллашса çĕршыва хÿтĕлеме тухса кай-нă. Брянск фронтне лекнĕ, стрелоксен 37-мĕш гварди полкĕн 9-мĕш ротин йышĕнче çапăçнă. Куславкка чăвашĕ Тула çывăхĕнче пынă хаяр çапăçура аманнă.
«Асанне, анне каласа кăтартнинчен çакна астăватăп: Вăрмар районĕн арçынни кÿршĕ яла килнĕ, вăл çынсене аттепе пĕрле çапăçни çинчен пĕлтернĕ: «Пĕр енчен нимĕçсем переççĕ, тепĕр енчен — пирĕннисем, пуç çĕклеме те çук. Герасимова амантрĕç, çапăçу шурлăхлă вырăнта пынăран, пуç çийĕнех пульăсем шăхăрса иртнĕрен ун патне çитеймерĕм. Ăна пулăшас тесе санитарка кайма пуçларĕ, çитесси нумай та юлманччĕ, тăшмансем хăйне персе вĕлерчĕç». Аттене пуля пĕçĕрен амантнă, ÿтне хырăмĕ таранах çурса хăпарнă. Çакăн пирки анне илтсен мана, темиçе уйăхри ачана, йăтнă та Тĕрлемес станцине васканă. Аманнă аттене пулăшас тесе Тула хулине кайма тухнă вăл. Çав еннелле каякан пуйăса ларнă. Ăна «пĕчĕк ачапа мĕнле вăрçа каясшăн эсир» тесе офицерсем антарса хăварнă. Çав саманта аса илсен питĕ пăшăрханатчĕ анне, аçу патне çитеймерĕм тесе кулянатчĕ. Аманнă аттене госпитале илсе кайнă, унта вăл 7 кунран вилнĕ», — пăлханса калаçрĕ Маргарита Гаврилова. Василий Осиповича Тула хулинчи «Всехсвятское» тăванла масарта пытарнă.

Тимĕр Анна

«Пĕчĕк чухне аннепе Куславккари патшалăх банкне кайсан унта ĕçлекенсем манăн атте ăслă, ĕçчен, ырă кăмăллă пулни пирки каласа кăтартатчĕç. Пĕр арçын ат-тепе ялтан Куславккана велосипедпа кайнине аса илетчĕ. Атте хăйĕн велосипечĕпе 1 çухрăм кайнă та унтан ăна çул айккинче вырттарса хăварнă, хăй малалла çуран утнă. Леш арçын велосипед патне çитнĕ те ун çине ларса тепĕр 1 çухрăм кайнă. Çапла черетленсе утнă вĕсем», — терĕ Маргарита Васильевна.
Салтакăн тăлăха юлнă арăмĕ Анна Петровна та пулас мăшăрĕпе пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Вĕсем 1939 çулта пĕрлешнĕ. Çулталăкран ывăл çуралнă, 1942 çулта — хĕр. «Аттепе анне питĕ килĕштерсе пурăннă. «Пирĕн вăрçăнма вăхăт пулман», — тетчĕ анне. Атте пирус туртманнине, эрех ĕçменнине калатчĕ, хĕлле иккĕшĕ йĕлтĕрпе ярăнма тухнине аса илетчĕ», — çывăх çыннисен сăнарне куçĕ умне кăларсан вăрçă ачин пичĕ пушшех çуталчĕ. Анна Петровна, Куславккара бухгалтерта ĕçлекенскер, упăшки вилсен тепĕр çулталăкран райцентрти ĕçне тата хваттерне пăрахса хунямăшне пăхма яла куçса кайнă. Паллах, ывăлĕпе хĕрне те хăварман. Хĕрарăм хунямăшне 40 ытла çул пăхса пурăннă. Ăслăскере /Анна Петровна пединститутра пĕлĕвне та-рăнлатнă, анчах чирленĕрен вĕренсе пĕтереймен/, çÿллĕ те хитрескере качча илес текенсем пулнă, анчах вăл пĕрин сĕнĕвне те йышăнман. «Хам валли упăшка тупсан та вăл ачасен ашшĕне улăштараймĕ», — тенĕ.
Ĕçчен те тăрăшуллă Анна Герасимовăна колхозра бригадир пулма шаннă. «Арçынсем улăм ури тăватчĕç, анне вĕсемпе пĕрле ĕçлетчĕ. Лаша утланатчĕ те уя метеор пек вĕçтеретчĕ. Темĕнле йывăр пулсан та нăйкăшмастчĕ. Пирĕн асаннесем тахçан лартнă пысăк кивĕ çуртра пурăннă. Хĕлле питĕ сивĕччĕ унта, ирхине çывăрса тăнă çĕре кĕтессем шап-шурă пулатчĕç. Çавăнпа анне 1948 çулта киввине пăсса пĕчĕкрех çурт лартрĕ. Атăл тăрăх кайса хăй пĕрене юхтарса килчĕ, унта та арçынсемпе тан ĕçлерĕ. Вăйлă ĕçленĕрен ăна ялта хăшĕсем «Тимĕр Анна» тетчĕç», — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ вăрçă ачи.
Бригадир хăйĕн ачисене те çирĕп тытнă. Паллах, ашшĕсĕр тăрса юлнăскерсен мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсме тивнĕ. «Астăватăп-ха: пĕррехинче эпĕ чирленĕ, температура пысăк пулнăран килте выртатăп. «Эпĕ çынсен пĕчĕк ачисене ĕçлеме илсе каятăп. Эсĕ килте выртсан мана намăс, атя ĕçе», — терĕ мана анне. Асанне макăрчĕ, мана, чирлĕ мăнукне, хĕрхенчĕ. Эпир пĕчĕкренех алла сенĕк-кĕрепле тытнă. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче никама та çăмăл пулман. Эпир аннене кăнтăрла курман та. Вăл çур çĕр иртни 1-2 сехетре тăрса утă çулатчĕ, пирĕн ăна типĕтмеллеччĕ. Çунтарма кирлĕ пулнипе кĕтÿ çÿренĕ вырăнсене ĕнесен типнĕ каяшне пуçтарма пайтах кайнă», — чунне уçрĕ Маргарита Гаврилова.
Вăл хăйĕн пиччĕшĕ Герман ытти ачапа пĕрле крахмал пуçтарма çÿренине пĕлтерчĕ. Пĕррехинче çапла арçын ача ашшĕн аттине тăхăнса кайнă /вăрçă çулĕсенче чылайăшĕн урана тăхăнмалли те пулман/ та — каялла хăраххипе çеç таврăннă. Пылчăк ăшне кĕрсе ларнă пĕр аттине туртса кăларайман. Амăшĕ хĕрне çавăтнă та уя кайса çав атта шыраса тупнă, илсе килнĕ.

Вĕренмен çын суккăр

«Ачасене курас килет, вĕсем пысăкланчĕç те пуль», — çырнă Василий Осипович мăшăрĕ патне, анчах ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Унăн çырăвĕсем 2011 çулта пулнă пушарта çунса кайнă. Юрать, сăн ÿкерчĕкĕ сыхланса юлнă.
«Аттене çав сăн ÿкерчĕкре çеç курнă эпĕ. Çурма тăлăх ÿсрĕмĕр. Ашшĕсене вăрçăран кĕтсе илсе вĕсен хÿттинче ÿснĕ çынсене хваттер пачĕç. Кашни çулах тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Пире, ашшĕсĕр ÿснĕ вăрçă ачисене, хальччен пĕр тенкĕ те парса курман. Питĕ кÿренмелле», — чун хурланăвне пытармарĕ Маргарита Васильевна.
Унăн амăшĕ Анна Петровна иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Тула хулине кайнă, мăшăрĕн вил тăпри умĕнче пуç тайнă. «Анне унтан тăпра илсе килчĕ, ялти масарта «вил мăкри» турăмăр. Каярахпа унта палăк лартрăмăр. Анне Тула хулине кайса килнĕшĕн питĕ савăнатчĕ: «Аçу сывă таврăнаймарĕ пулсан та хăть ун ячĕпе çăва çине çÿрĕпĕр», — тетчĕ. Çавăнтанпа эпир кашни çулах Çимĕкре тăван яла васкатпăр. Аннене те аттен тăприпе юнашар пытартăмăр. Вăл 1989 çулта пурнăçран уйрăлчĕ», — палăртрĕ Маргарита Гаврилова.
Анна Герасимова ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, вĕсем Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. «Вĕренмен çын суккăр пекех», — тенĕ. Хăйĕн тĕллевне чăнласах та пурнăçа кĕртме пултарнă вăл. Асли Герман Васильевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне /халĕ академи/ пĕтернĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех проект институтĕнче ĕçленĕ. Шупашкарта пурăнать. Хĕрĕ Маргарита Васильевна пир-авăр техникумне пĕтернĕ. Шупашкарти хăю тĕртекен фабрикăра — 17 çул, «Чăвашгаз» тытăмĕнче тепĕр 17 çул ĕçленĕ. Маргарита Гаврилова халĕ мăшăрĕпе вăл çуралса ÿснĕ тăрăхра — Çĕрпÿ районĕнче — пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухсан ялта тĕпленме шухăш тытнă вĕсем. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.